Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ĕçлĕ визитпа «Дорэкс» АО тата «СЛАВУТИЧ» ТМЯО пулнă

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ĕçлĕ визитпа «Дорэкс» АО тата «СЛАВУТИЧ» ТМЯО пулнă.  Çулталăкĕпех «Дорэкс» АОра ĕçлекенсене хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн тав тунă.  Хулари çул-йĕрсем тирпейлĕ яланах тăнине каланă. «Пирĕн тĕллев – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, çуран çӳрекенсене те водительсене те пĕр тан кирлĕ пек лайăх условисем йĕркелесе тăратасси», - тенĕ вăл.  Республика Пуçлăхĕ  «Дорэкс» АО аталанăвне пысăка хурса хакланă.  Предприяти паянхи куна çул-йĕрпе çыхăннă тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 800 млн тенкĕлĕх контракт та алă пуснă.  Çак кăтартусемпе лăпланса лармалла марине тата та ӳсĕмсемпе палăрма сĕннĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Çул-йĕр фондне 2016 çулта федераци хыснинчен пĕтĕмпе 1 млрд 14 млн тенкĕ явăçтарнине пĕлтернĕ. 2017 çулта та пулăшу пĕчĕкленменнине, федераци хыснинчен укçа-тенкĕ çителĕклĕ пăхса хăварнине, малашне те çулсене тирпейлес ĕç тухăçлăн пурнăçланасса, ĕçлекенсен шалу укçи ӳссе пырассине асăннă. Республика Пуçлăхĕ  ятарлă техникăсене пăхса çаврăннă, хĕллехи вăхăтра çулсене еплерех вĕсем тасалăхпа тивĕçтерме пултарнипе кăсăкланнă. Пăрлă йĕпе-сапара çулсене сапмалли ятарлă таварсем пуррипе çукки пирки ыйтса пĕлнĕ. «Дорэкc» АО директорĕ Владимир Филиппов хăйĕн сăмахĕнче, хĕллехи тапхăрта çулсене тирпейлесе тăма пĕтĕмпе 81 техника хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Предприятире ĕçлекенсем те пурте тулли кăмăлпа ĕçленине палăртнă.  Владимир Филиппов çулсене тирпейлесе тăма хĕллехи вăхăтра пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлеме предприяти  палăртнине пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Резников организацире ĕçлекенсене, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене, Хисеп хучĕсене парса чысланă.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун «СЛАВУТИЧ» ТМЯО ĕç-хĕлĕпе те паллашнă. Предприятийĕн ертӳçи Сергей Мосунов, хăнасене тĕрлĕ цехсен ĕçĕ пирки каласа кăтартнă.  20 çул хушшинче предприяти паха опыт пухса çитернине пĕлтернĕ, кулленех тавар тĕсĕсене ӳстерсе пынине каланă. Вĕсен таварĕсене «Фирма Акконд-агро» АХОра, «Козловский молочный завод», «Молочная империя»,  «Изамбаевский молочный завод», «Молцентр»,  «Вурнарский завод СОМ», «Зеленое ранчо», «Маслосырбаза Чувашская», «Молочный цех «Октябрьский», «Яльчикский сыродельный завод», «Янтиковский молочный завод», «Молторг» ТМЯОра ăнăçлă вырнаçтарса паха ĕçлени те куçкĕретех. Ют çĕршывсем те таварсене кулленех ыйтни, пысăка хурса хаклани пурне те хавхалантарать.  Чи пысăк çитĕнӳсем тума патшалăх пулăшăвне тивĕçни паха. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «СЛАВУТИЧ» ТМЯО аталанăвне пысăка хакланă, тухăçлă ĕçленĕшĕн ырланă,  малашне те курăмлă ĕçлесе пыма витĕм кӳрессине асăннă.



19 октября 2016
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter