Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ

 Паян, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Ятарлă информаци ушкăнĕсем республикăри районсемпе хуласене çитсе, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравланă, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Ку хутĕнче кун йĕркинче:  авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш Енре иртнĕ Пĕрлехи суйлав ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем пирки, регионăн 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен, бюджет пирки, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, çул-йĕрпе çыхăннă уйрăм самантсем çинчен тĕплĕн пăхса тухма палăртса хунă. Хаçат-журнал çырăнтарас ыйту та кун йĕркинчех пулĕ.  Информаци ушкăнĕсен ертӳçисем çак кун халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине тĕплĕн хурав панă.



19 октября 2016
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter