Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацинче хăмла ĕрчетес ыйту пирки ирттерекен канашлу ĕçне хутшăнать

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацинче хăмла ĕрчетес ыйту пирки ирттерекен канашлу ĕçне хутшăнать. Хăмла пуласлăхĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явма РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе, химилессипе, механизацилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев тата апат-çимĕç тирпейлесе кăларакан промышленноç пайĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Евгений Ахпашев пулать. Кунсăр пуçне канашлăва Раççей субъекчĕсенчи ял хуçалăх тата агропромышленноç пайĕнче тăрăшакан пысăк предприятисен ертӳçисем, сăра вĕретекен компани представителĕсем, хăмла лартса çитĕнтерессипе пысăк технологисене пăхăнакан ятарлă официаллă çынсем хутшăнĕç.  Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин делегацийĕ Чăваш Республикине килсе çитсен, вĕсем Ял хуçалăхĕн наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллашĕç. Çак кун «Чувашхмельпром» АУО хăмла таварне тирпейлесе кăларакан хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ лини уçма палăртса хунă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн инженер факультетĕнче «Ростсельмаш» АУОăн вĕрентӳ класне уçма палăртнă. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине (ГСХА) йĕркелесе янăранпа 85 çул çитнине халалласа пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ те иртĕ.



20 октября 2016
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter