Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе, химилессипе, механизацилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев, РФ апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç Департамент директорĕ Евгений Ахпашев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп калаçу – агропромышленноçне тата ялти социаллă инфратытăма аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра пулнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçтешсене аслă шкул 85 çул çитнĕ ятпа саламланă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеранĕсене чĕререн тав тунă.  Регион аталанăвĕнче çак аслă шкултан вĕренсе тухакансем те сахал мар пысăк тӳпе хывнине каланă.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыва апат-çимĕç таварĕпе туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшма калать. Ку ыйтăва уйрăмах ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем умне лартать. Палăртма кăмăллă, РФ Ял хуçалăх министерстви, аграри енĕпе ĕçлекен предприятисемпе организацисем пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлени те куçкĕретех. Таварсен пахалăхĕ пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Раççейри пур регионсенче те ял хуçалăх енĕпе çыхăннă ыйтусемпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. «Эпир хамăрăн Раççейе, тăван çĕре юрататăр. Çакăнта пирĕн вăй», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче конференци ĕçне хутшăннисем умĕнче тухса калаçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвне парса чысланă.

РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе, химилессипе, механизацилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ - çĕршыври  аграри енĕпе вĕрентекен чи малта пыракан аслă шкул тесе каланă.  Ертӳçĕ çĕршывăн ял хуçалăх пайĕнчи 2016 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. «Тырăпа, пахча-çимĕçпе эпир хамăр çĕршыва туллин тивĕçтеретпĕр.  Кăçал палăртма кăмăллă, нихăçанхинчен те ытларах тыр-пула пухса тĕшĕлесе кĕртнĕ. Кăтарту 115 млн тоннăпа танлашать. 2030 çул тĕлне çитĕнĕве 150 млн.тоннăна çитерме палăртса хунă», - тесе пĕлтернĕ сумлă хăна.  Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн чи ăста специалисчĕсене пысăк çитĕнӳсемпе палăрнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. РФ Ял хуçалăх министерствин апат-çимĕç  тата тирпейлесе кăларакан промышленноç енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Евгений Ахпашев Раççейре ял хуçалăхĕ паянхи кун пысăк ӳсĕмсемпе палăрнине тепĕр хут çирĕплетсе каланă. 2016 çулта таварсем тирпейлесе кăларассипе 2,5 процент ӳснине, пĕтĕмĕшле ял хуçалăх пайĕ 3,6 процент хăпарнине пĕлтернĕ. Конференцире кун йĕркипе килĕшӳллĕн ытти официаллă хăнасем те тухса калаçнă, пĕр-пĕрин паха опычĕсемпе паллашнă. Тĕплĕнрех



20 октября 2016
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter