Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле РФ Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕсем «Чувашторгтехника» АУО пулнă

 Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăран хӳтĕлессипе, механизацилессипе, химилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç Департамент директорĕ Евгений Ахпашев «Чувашторгтехника» АУО çитсе килнĕ, вĕсен таварĕсемпе паллашнă.  «Чувашторгтехника» АУО генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов хăйĕн сăмахĕнче, предприяти  тĕпел валли ятарлă хатĕрсем тирпейлесе калăплассипе ĕçленине пĕлтернĕ.  Вĕсен таварĕсене Раççейре кăна мар, ют çĕршывсем те хапăл туса йышăннине пĕлтернĕ. Предприяти, чăннипех те малта пыраканнисем шутĕнче пулнине палăртнă.   Юлашки çулсенче предприяти илнĕ тупăшран 50 проценчĕ, организаци валли пысăк технологисем туянма тăкакланнине каланă, çавна пула та, таварсен пахалăхĕ те куçкĕретех ӳссе пынине палăртнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта вĕренӳ учрежденийĕсенче, ытти апат-çимĕçпе çыхăннă тĕрлĕ объектсенче «Чувашторгтехника» таварĕсемпе усă курнине, пахалăхĕ те пысăк пулнине асăннă, апат пĕçерекенсем кăмăллă пулнине палăртнă. Çак сăмахсене тепĕр хут сумлă хăна – Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăран хӳтĕлессипе, механизацилессипе, химилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев та çирĕплетнĕ.

 



20 октября 2016
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter