Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинче «Ростсельмаш» АУО ятарлă класне торжествăлла майпа уçнă

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе тата химилессипе, механизацилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев, РФ апат-çимĕç тата  тирпейлекен промышленноç Департамент директорĕ Евгений Ахпашев Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинче «Ростсельмаш» АУО ятарлă класне, торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Палăртса хăваратпăр, компани аграри енĕпе вĕрентекен аслă шкула  темиçе ед. ял хуçалăх техникипе те тивĕçтернĕ.  Официаллă хăнасем зала кĕрсе курнă. Тырă пухса кĕртмелли Acros 530 комбайна, имçамлама пулăшакан ятарлă хатĕре пăхса çаврăннă. Вĕрентӳ класне кĕрсе тухнă.   Шăпах та, вăл вăхăтра студентсем вĕреннĕ пулнă, çула май пысăк хăнасем спорт енĕпе аталанмалли комплекспа та кăсăкланнă. 

 РФ Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе тата химилессипе, механизацилессипе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев, ачасене çуллахи кану тапхăрĕнче ял хуçалăхра тырă пухса кĕртес ĕçе хутшăнма сĕннĕ, инженер специальноçне алла илме, кăштах та пулин çăмăллăх пултăр тесе, техникăпа усă курма сĕннĕ. «Сирĕн уй-хирте тырă вырса тĕшĕлессипе ĕçлекен комбайнерсен пулăшуçи пулса вăй хумалла, инженер специальноçне вĕренсе ăс пухмалла. Техникăна пĕтĕмпех лайăх ăнланса юсама та пĕлмелле. Ял хуçалăхне хатĕр специалист пулса таврăнмалла», - тенĕ пысăк хăна.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев студентсене пĕлĕве ӳстерсе пыма сĕннĕ. Ял хуçалăхри техникăсем пысăк технологиллĕ пулнине, вĕсемпе ĕçлеме анлă тавракурăмлă пулмаллине асăннă.  Академире хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан  инженер факультетне хута яма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствине тав тунă Михаил Игнатьев. «Çак комбайн пысăк технологине пăхăнса ĕçлеме хистет. Ют çĕршыврисенчен нимĕнпе те улшăнса тăмасть.  Ял хуçалăхне аталантарма кирлĕ пек пур условисене те хатĕрлесе тăратнă. Студентсене хальхи техникăсемпе вĕренсе пыма патшалăх пулăшать. Кăна пирĕн пурин те кирлĕ пек хаклама пĕлмелле», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.  Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе «Ростсельмаш» компани йышăннă проекчĕ, студентсене пысăк квалификациллĕ специалистсем пулма витĕм кӳрет.   «Вĕренӳ» программăпа килĕшӳллĕн, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академипе «Ростсельмаш» предприяти студентсене ĕçлесе пăхма, ăсталăха туптама кирлĕ пек условисем йĕркелесе парать.



20 октября 2016
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter