Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Пĕрлехи информаци кунĕн малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева,  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Пĕрлехи информаци кунĕн малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.  Чăваш Республикинчи влаç органĕсен ертӳçисем республикăри мĕнпур районсенчи тата хуласенчи  ĕç коллективĕсемпе, ахаль халăхпа тĕлпулусем ирттернине каланă. Паянхи кун халăха кăсăклантаракан чи çивĕч ыйтусем тавра калаçнине палăртнă. Калăпăр, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси, пушарсенчен асăрханасси, республикăри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ, бюджет ыйтăвĕсем те кун йĕркинче пулнă.   Информаци ушкăнĕсем пĕтĕмпе 400 яхăн тĕлпулу ирттернĕ,  пурĕ 9 пин патнелле çын хутшăннă. Халăха çурт-йĕр ыйтăвĕсем, автомашина çулĕсене ятарлă çутăсемпе тивĕçтересси, ял хуçалăх пайне тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕсем, нумай хваттерлĕ çуртсенче, çынсем хăйсен хваттерĕсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли тытăма куçарасси тата та ытти ыйтусем хумхантарнă.   Çак кун Информаци ушкăнĕсен ертӳçисем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, çынсем пурĕ 200 яхăн ыйту тăратнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мĕнпур ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă, вĕсене татса парассипе тимлĕ ĕçлеме каланă.



20 октября 2016
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter