Чăваш Енре, Правительство çуртĕнче, Раççейре хăмла лартса çитĕнтерес тата ăна анлăрах сарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлес, химилес, механизацилес енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев, РФ Ял хуçалăх министерствин апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноç Департамент директорĕ Евгений Ахпашев Раççейре хăмла лартса çитĕнтерес тата ăна анлăрах сарассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.  Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче агропромышленноç енĕпе ĕçлекен ертӳçĕсем, хăмла лартса çитĕнтерессипе пысăк технологине пăхăнса вăй хуракан ертӳçĕсем тата та нумай ытти официаллă çынсем пухăннă.

Экономика пайĕн аталанăвĕшĕн ял хуçалăх тытăмĕ çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2016 çулта ял хуçалăх производствин индекс пайĕ, палăртса хунă тăрăх 107 процентпа танлашать. Ял тăрăхĕсенче ял хуçалăхне аталантарма, халăх вали ĕçлесе пурăнма çителĕклĕ условисем хатĕрлесе тăратнă.  Паянхи пурнăç таппинче – ялсенче газ кĕртни, çул-йĕрсем сарни, пысăк хăвăртлăхлă интернет пулни çав тери çынсемшĕн меллĕ пулнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Патшалăх пулăшăвĕ çамрăксен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшать, вĕсене яла юлса ĕçлесе пурăнма хавхалантарать. Аграри енĕпе ĕçлекен предпринимательсене республика Пуçлăхĕ тата та ытларах тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă.  «Чăваш Енре ял хуçалăх енпе йышăннă проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре, эпĕ сирĕн пулăшуçă пулса тăратăп», - тенĕ вăл.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлес, химилес, механизацилес енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче иртекен канашлăва Раççейре сăра вĕретессипе тăрăшакан мĕнпур  пысăк предприятисен ертӳçисем пухăннине асăннă.  «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – сăра вĕретессипе ĕçлекенсене паха хăмла таварĕпе тивĕçтересси», - тенĕ вăл.   Кунсăр пуçне хăмлана фармацевт промышленноçĕнче те усă курни куçкĕретех. «Çĕршывра пурĕ тĕрлĕ çĕртен 3,6 пин тонна хăмла илсе килеççĕ. Çак таварпа пирĕн хамăрăнах çĕршыва тивĕçтерме тăрăшмалла», - тенĕ Петр Чекмарев.

Чăваш Республикинче хăмла лартса çитĕнтерес ĕç епле аталанса пыни пирки, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа кăтартнă. Хальхи вăхăтра регионта пĕтĕмпе хăмла лартса çитĕнтерессипе 5 хуçалăх тăрăшать. (Вĕсем: «Чувашский НИИСХ» ФГБНУ, «Агрохмель» ТМЯО, «АгроРесурсы» ТМЯО, «Выльский» СХПК, «Ленинская искра» колхоз-ОПХ.  Пĕлтĕр республикăра 418,8 тонна хăмла тирпейленĕ. Çак çитĕнӳ юлашки çулсенче пуçласа пулнине пĕлтернĕ министр.  Сергей Артамонов регионта хăмла тирпейлессипе ĕçлекен объектăн строительство проекчĕ пирки те чарăнса тăнă. Паха хăмла лартса ӳстерме çителĕклĕ таран условисем те пулнине каланă.  «Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пĕтĕмпех условисем, 1700 тонна хăмла пуçтарса илме май пур. Ăна валли 1000 га çĕр лаптăкĕ  те ял хуçалăх валли уйăрма пулать. Енчен те çак ĕçсем пурнăçлансан, халăх валли 1 пин ĕç вырăнĕ хатĕрленет», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне Сергей Артамонов.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлес, химилес, механизацилес енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев хăйĕн сăмахĕнче, хăмла лартса ӳстерекенсене патшалăх программине кĕрсе пулăшусене тивĕçме, ятарлă предложенисем тăратма сĕннĕ.

 «Росси» ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Кузьмин Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхăн паха опычĕ пирки каласа кăтартнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пурĕ 33 тонна хăмла пухса илнĕ.  Çитес çул вĕсем тата та ытларах тухăçа пухса кĕртме тĕллев лартнă. «Ленинская  искра» колхозпа тачă çыхăнса ĕçлени – предприятине патшалăх пулăшăвĕсĕрех, субсидисем илмесĕрех, тупăша ӳстерме май пачĕ», - тенĕ Андрей Кузьмин. Малашне вара тата та ӳсĕм пултăр тесессĕн, РФ Ял хуçалăх министерстви витĕм кӳрсен аван пулнă пулĕччĕ тенĕ ертӳçĕ.

 Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин ӳсен-тăрана хӳтĕлес, химилес, механизацилес енĕпе ĕçлекен Департамент директорĕ Петр Чекмарев хăйĕн сăмахĕнче яланах хуçалăхсене  май килнĕ таран витĕм кӳме РФ Ял хуçалăх министерстви хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Ял хуçалăх валли техника туянма федераци лизингĕ çинчен «Росагролизинг» АО ертӳçи Александр Клепченко тĕплĕн каласа кăтартнă.

 Финанс енчен пулăшупа тивĕçтермелли банксен условийĕсемпе «Раççей ял хуçалăх банкĕ» АО Чăваш Енри уйрăмĕн директорĕ Ирина Письменская пĕлтернĕ.

 РФ Ял хуçалăх министерствин апат-çимĕç, тирпейлекен промышленноç Департамент директорĕ Евгений Ахпашев хăмла лартса çитĕнтерес ĕç, сăра вĕретекен предприятисенчен уйрăм аталанса пыма пултарайманнине асăннă. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Петр Чекмарев çитес вăхăтра «çул карттине» хатĕрлеме палăртнине, Чăваш Республикин хăмла лартса çитĕнтерессипе тĕнчипе паллă чи лайăх  малта пыракан регион пулса тăмаллине каланă. Тĕплĕнрех



21 октября 2016
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter