Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саратовра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочильлĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан Канаш ларăвне хутшăннă

 


Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саратовра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочильлĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан Канаш ларăвне хутшăннă. Атăлçи федераци округĕнче экономика секторне аталантарас ыйтупа çыхăннă лару ĕçĕнче Раççей  Федерацийĕн суту-илӳпе промышленноç Министрĕ Денис Мантуров пулнă.  Çак кун Атăлçи тăрăхне кĕрекен регионсенчи предприятисемпе организацисем импорта улăштарас енĕпе йышăннă ятарлă таварсен куравне хатĕрлесе тăратнă.

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата РФ промышленноçпа суту-илӳ Министрĕ «ЭКРА» НПП куравĕпе паллашнă, вĕсем Чăваш Ен предприятийĕн таварсен пахалăхне пысăка хакланă. Денис Мантуров хăйĕн çумне Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа каймалли ĕç планне йĕркелеме хушнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Промышленноçпа суту-илӳ министерствин ертӳлĕхĕпе курнăçнине пĕлтернĕ. РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерстви Чăваш Енĕн электротехника енĕпе ĕçлекен предприятисен таварĕсемпе кăсăкланнине, çитес вăхăтра  вĕсем региона ĕçлĕ визитпа килме тĕллев лартнине каланă.  «Раççей Суту-илӳ промышленноç министерствине Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем таварсене тивĕçлĕ паха шайра кăтартса парассине шанатăп», - тенĕ.  Производствăсене тĕрлĕ таварсем калăпласа кăларма регионта çителĕклĕ условисем пулнине каланă. «Çамрăксем валли кирлĕ пек майсем хатĕрлесе парасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паянхи студентсем аслă е вăтам пĕлӳ паракан шкулсенчен вĕренсе тухсан, электротехника, хими промышленноçне нимĕнле йывăрлăхсăрах ĕçе вырнаçаççĕ.  Ку вара  чи пахи», - тенĕ сăмаха тăсса.

Пенза облаçĕн губернаторĕ Иван Белозерцев хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарпа Пенза хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне те тахçанах алă пусса çирĕплетнине, экономика, культура енчен çирĕп çыхăну пулнине асăннă.  «Чăваш Республикинче пепкесем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ Раççейĕпе те чи пĕчĕкки. Республикăра тирпейлесе кăларакан таварсен пахалăхĕ импортран нимĕнпе те уйрăлса тăманни куçкĕретех. Эпир, Шупашкар хулин паха опытне хамăр ĕçре тĕпе хурса пурнăçлама тăрăшатпăр. Уйрăмах хулари тирпейлĕх пурин  кăмăлне те çĕклет. Сирĕнтен, Чăваш Енрен вĕренмелли пирĕн сахал мар», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Иван Белозерцев. Оренбург облаçĕн  губернаторĕ Юрий Берг кӳршĕллĕ Чăваш Республикипе тахçантанпах туслă пурăннине тепĕр хут аса илсе хăварнă.

 Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче экономикăна аталантарас тата импорта улăштарас ыйтусемпе çирĕп йĕрке пулса пынине асăннă. Регионта промышленноç предприятийĕсем импорта улăштарас ĕçпе тапхăр тапхăррăн ĕçлесе пыраççĕ.  Калăпăр, Раççей рынокĕнче электротехника пайĕн таварĕсемпе пирĕн регионти предприятисем 40 процент йышăнаççĕ. «ЭКРА» производство предприятийĕ  хăйĕн таварĕсемпе тĕнчипех паллă.  Паян та çак предприяти Саратовра хăйĕн таварĕсене куравра хатĕрлесе тăратнă.  Вĕсем пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлени те куçкĕретех.  Раççейре, ют çĕршывсенче те вĕсен таварĕсем анлăн сарăлнă.  Чăваш Республики кулленех хăйĕн инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пырать.  Кăçал та Наци рейтингĕнче РФ субъекчĕсем хушшинче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе, Чăваш Республики хисеплĕ 6-мĕш вырăнта тăни пурне те савăнтарать, ĕçлеме хавхалантарать. Тĕплĕнрех

 



21 октября 2016
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter