Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ  федераци службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Канашлу ĕçне пуçличчен, чи малтан Михаил Игнатьев  пухăннисене РФ наци гвардин федерацин çар службин Чăваш Ени уйрăмĕн пай пуçлăхĕпе Алексей Ежеeвпа паллаштарнă. Обществăра йĕркелĕхе упраса хăварассипе тачă çыхăнса ĕçлеме яланах хатĕр пулнине каланă регион Пуçлăхĕ.  Муниципалитет тата ытти ведомствăри ертӳçĕсене патшалăх е муниципалитет пурлăхĕ шутланакан объектсене упраса хăварас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Уйрăмах социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене куçран вĕçертме юраманнине каланă.  Палăртнă ыйтупа право хуралĕнче тăрăшакансемпе пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ. Мĕнпур тытăмра вăй хуракансем, кашниех хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине кура, республикăра социаллă политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине каланă регион Ертӳçи.   Чăваш Енре тăнăç пурнăçа упраса хăварассишĕн те кашнин çине тăрса ĕçлемеллине асăннă. «Çынсен ыранхи кунпа пурăнмалла, влаçа шанмалла, ĕненмелле», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Ку хутĕнче Михаил Игнатьев канашлу ĕçне пухăннисене Мускавра иртнĕ «Деловая Россия» пĕтĕм тĕнчери обществăлла организацийĕн XII-мĕш съезчĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Съезда хутшăннисем Чăваш Республикин ĕçне пысăка хакланине пĕлтернĕ. Ĕç климачĕ лайăх пулнине, предпринимательсене аталанса пыма условисем çителĕклине асăннă.  Тухăçлă ĕçленĕшĕн   пурне те, влаç органĕсенче тăрăшакансене тав сăмахĕсем каланă.  Тĕнче шайĕнчи рынока тухма, предпринимательсене ĕç хучĕсене йĕркелес ĕçре витĕм кӳме, кăлтăксем туса пама юраманнине асăрхаттарнă. Бюджет политикин ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех пулнă.  Çитес çултан пуçласа Раççей Финанс министерстви регионсене дотаци пама çĕнĕ условисем йĕркелессине пĕлтернĕ. Укçа-тенкĕпе тухăçлă тата кирлĕ пек пĕлсе усă курмаллине асăннă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев 2015/2016 çулсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче шкул ачисем хушшинче ирттернĕ олимпиадăсенче Чăваш Республики рейтингра чи ăста вунă регион шутĕнче, пысăк çитĕнӳпе палăрнине каланă.  Çĕнтерӳçĕ ята пирĕн регионти шкул ачисем  çав тери нумай тивĕçнĕ тесен те йăнăш мар. Кăтартусене Олимпиада.py. портал хакланă.   Чăваш Ен пĕтĕм тĕнчери олимпиадăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çĕнтерӳçĕсен хисепĕпе 4-мĕш вырăна тухнă.   

 Чăваш  Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уй-хир ĕçĕсен малтанхи кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Министр палăртнă тăрăх, республикăри мĕнпур хуçалăхсенче 99,7 процент пăрçа тата пăрçа йышши культурăна пĕтĕмпех пухса кĕртнине пĕлтернĕ.  Вырма вĕçленнĕ тесен те йăнăш мар.  Пурĕ 653,5 пин тонна тĕш тырă аласа кĕртнĕ. Пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан, 14,4 процент ытларах. Вăрлăх валли кукуруза тĕшĕлесси те вĕçленсе пырать.  Иккĕмĕш «çăкăра» - çĕр улмине пĕтĕмпе 9 пин га çĕр лаптăкĕнчен пухса кĕртнĕ, вăл 98,8 процентпа танлашать. (Раççейре – 88,8 процент, Атăлçи федераци округĕнче – 83,8 процент). Ку енĕпе пирĕн республикăн кăтартусем лайăх.   Кишĕр, купăста тата ытти культурăна 94,5 процент пухса илнĕ. Тухăç 31,2 пин тоннăпа танлашать, пĕлтĕрхипе пăхас пулсан, 56 процент пысăкрах пулни сисĕнет.  Сахăр кăшманне 89,7 процент пухса кĕртнĕ, пĕлтĕрхинчен икĕ хут нумайрах, пурĕ кăçал 37,4 пин тонна тухăç илнĕ.  Хĕвел çаврăнăшне вăрлăх валли 2,4 пин га çĕр лаптăкĕнчен 3 пин тонна тĕшĕлесе кĕртме май килнĕ. «Хĕвел çаврăнăша акса çитĕнтерме аван.  Раççей хĕвел çаврăнăшĕнчен тирпейленĕ çăва экспорта яма пуçланă.  Кун пекки тахçантанпах пулманччĕ-ха», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.   «Хăмла пухса кĕртес ĕç те вĕçленнĕ, пурĕ 140 тонна  тирпейлесе кĕртнĕ», - тесе пĕлтернĕ министр.  Паянхи пурнăç таппине хăмла лартса çитĕнтерме çав тери лайăх условисем йĕркеленсе пыраççĕ. Раççей Ял хуçалăх министерстви те çак ĕçе витĕм кӳме хатĕр пулнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



24 октября 2016
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter