Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ таможня посчӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чул хула таможнин Чӑваш таможня посчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Чӑваш Республикин таможня ӗҫченӗсем тӗнчери суту-илӳ хутшӑнӑ­вӗсене тата тулашри экономика ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассипе, общест­вӑ­ри ҫирӗплӗхе тивӗҫтерессипе, ҫӗршывӑн наци интересӗсене хӳтӗлес­сипе ҫыхӑннӑ яваплӑ тӗллевсене тухӑҫлӑн татса параҫҫӗ. Иртнӗ ҫул пӗ­тӗм­летӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш таможня постне Чул хула таможнин чи ла­йӑх таможня посчӗ тесе йышӑннӑ.

Чӑваш Республики тӗнчери 83 ҫӗршывпа суту-илӳ тӑвать. Регионӑн тулашри экономика ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫулсерен лайӑх кӑ­тар­тусем ытларах та ытларах палӑ­раҫҫӗ. Сирӗн професси ӑсталӑхне пула таможня ӗҫӗ­се­не туса ирт­термелли вӑхӑт палӑрмаллах кӗскелет. Эс­ир хӑвӑр ӗҫӗре пы­сӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлани нумай чухне регионти ӗҫлӗ кли­мата ла­йӑх­ла­тма, пре­д­принимательсем тата бизнес-пӗрлӗхӗн пред­ста­вите­лӗ­сем рес­пуб­ликӑри власть органӗсене шанассине ӳстерме пулӑшать.

Чӑваш таможня службин ветеранӗсене тата ӗҫченӗсене ҫирӗп сыв­лӑх, ҫемье ырлӑхне тата малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                           М.Игнатьев

 



25 октября 2016
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter