Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чебоксары-Лада» АО тата «Биологические очистные сооружения» ГУП пулнă, вĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланнă

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чебоксары-Лада» АО тата «Биологические очистные сооружения» ГУП пулнă, вĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Республика Пуçлăхĕ «Чебоксары-Лада» АО дилер центрĕнче çĕнĕ автомашинăсене пăхса çаврăннă, лавккари таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă, машинăсене юсама ирĕк паракан ятарлă пӳлĕмри ĕçсемпе паллашнă. Халăха таварсемпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Искандер Шарипов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республикинче «АвтоВАЗ» АУО пĕртен-пĕр предприятийĕ «Чебоксары-Лада» АО пулнине палăртнă, пĕтĕм Раççейĕпе чи лайăх вунă дилер шутĕнче тăнине пĕлтернĕ.  Техника енĕпе илес пулсан, кунта пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарни куçкĕретех. Автомашинăсене диагностика кăларма та питĕ меллĕ, юсав ĕçне те лайăх йĕркелеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев суту-илӳ ĕçĕпе паллашнă, тупăш мĕн чухлĕ кĕнине ыйтса пĕлнĕ. «Чебоксары-Лада» АО генеральнăй директорĕ Светлана Морозова центр ăнăçлă аталанса пынине, кăçал та тупăш 800 млн тенкĕ патнелле пулассине пĕлтернĕ. Лада автомашинăсене халăх кăмăллани курăнать.  Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ Виталий Емельянов хăйĕн сăмахĕнче организаци пĕр тан тăнăçлă аталанса пынине тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă. Раççейре машинăсем сутас ĕç хавшаса пырать пулин те, çав вăхăтрах Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкарта, машинăсем сутас ĕç курăмлăн пулса пынине палăртнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейре туса кăларакан автомашинăсене çынсем хапăл тусах туяннине, малашне те кунта вăй хуракансене ӳсĕмсемпе ĕçлесе пыма вăй-хал суннă.

 Çак кун ертӳçĕсем Çĕнĕ Шупашкарти «БОС» ГУП пулнă.  Предприятийĕн ертӳçи Сергей Анисимов шыва тасата кăларакан ятарлă технологи пирки чарăнса тăнă, комплекс ĕçĕ пирки каласа кăтартнă.  Сăмаха май, виççĕмĕш тапхăрпа ĕçе тытăнмалли сооруженийĕн строительство пайĕ пирки те каласа кăтартнă.  2010 çулта предприятине модернизацилеме пуçланă ĕçе виçĕ тапхăра пайланине пĕлтернĕ. 2014 çулта пĕрремĕш тапхăрти ĕçе вĕçленĕ. Кăçал ака уйăхĕнче иккĕмĕш этапăн виççĕмĕш пайне ĕçе кĕртнĕ.  Халĕ шывсене пĕтĕмпех тасатса кăларас ĕç кирлĕ пек пысăк шайра пулса пыни куçкĕретех.  Пирĕн регионти объектăн ĕçĕпе ытти субъектсем кăсăкланнине асăннă предприятийĕн ертӳçи Сергей Анисимов. Строительствăн виççĕмĕш тапхăрĕпе пурнăçламалли пайне 2021 çулта вĕçлеме палăртса хунă. Çакă пысăк инвестициллĕ проектăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Экологи ыйтăвĕсене татса парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине каланă.  Ĕç коллективĕпе калаçнă чухне, Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, çитĕнӳсемпе паллаштарнă, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă.



25 октября 2016
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter