Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Полномочиллĕ представительствинче «БТК ГРУПП» АО генеральнăй директорĕпе тĕлпулу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикин  Полномочиллĕ представительствинче «БТК  ГРУПП» АО генеральнăй директорĕпе тĕлпулу ирттернĕ.  Регионти çăмăл промышленноç предприятийĕсем хатĕрленĕ куравпа паллаштарнă.  Палăртнă куравра республикăри  пысăк предприятисем: «Чулочно-трикотажная фабрика» ТМЯО, «Элита» АХО, «Швейная фабрика «ПИКЕ» ТМЯО, «Лента» АО,  «Яхтинг» ТМЯО,  «KAYSAROW & OVAS» компани,  «Север» ТМЯО, «Фанно Фатти» фабрика, «ХСН» ТМЯО, «Кӗрӗк» АХО, «Чебоксарская ватная фабрика» ТМЯО, «Фирма художественных промыслов «ПАХА ТӖРӖ» ТМЯО, «Вилан – фабрика спецодежды» ТМЯО хăйсен паха таварĕсене тăратнă. Таварсем пĕтĕмпех патшалăх стандарчĕсемпе тӳр килни куçкĕретех.  Чăваш Республикинчи çăмăл промышленноç тĕрлĕ енлĕн аталанса пырать.  Производство индексĕ кăçал пĕрремĕш çур çулта  (пир-авăр, çĕвĕç пайĕнче) 3,8 процента çити ӳснĕ. Сăрантан, тиртен атă-пушмак таварĕсем тирпейлесе кăларас ĕçĕн кăтартăвĕ вара 9,5 процент хăпарнă.   Георгий Драчев Чăваш Енри предприятисен ĕçне курса пысăка хакланă.  Çак кун Михаил Игнатьев федерацин влаç органĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Тĕплĕнрех



26 октября 2016
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter