Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительство Çуртĕнче Раççейри регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн кулленхи лару ĕçне хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительство Çуртĕнче Раççейри регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн кулленхи лару ĕçне хутшăннă. Ларăва Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак йĕркелесе ертсе пынă. Палăртса хăваратпăр, РФ регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссине федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, Раççейри субъектсен ертӳçисем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Федераци Канашĕн членĕсем  кĕреççĕ. Асăннă комиссине 2016 çулта йĕркеленĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Раççей Федерацийĕн финанс Министрĕ Антон Силуанов калаçнă. Раççейри регионсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсем тухăçлă ĕçленин кăтартăвĕсемпе тата РФ субъекчĕсене,  экономикăри уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене, тĕрлĕ грантсем парса тивĕçтерни пирки РФ экономика Министрĕн çумĕ Александр Цыбульский тĕплĕн каласа кăтартнă.  Ларура Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи бюджет ыйтăвĕсем çинчен сăмах пуçарнă, регионсенче бюджетăн тупăш пайне ӳстерессипе çыхăннă самантсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Федераци хыснинчен субъектсене бюджета шайлаштарма пулăшупа тивĕçтересси çинчен те канашланă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçу вăхăтĕнче тупăш пайĕнчен налук тӳлеме  май паракан федераци саккунне лайăхлатас шутпа сĕнӳ панă.  



26 октября 2016
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter