Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă, Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕпе Виталий Муткопа тĕлпулу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ визитпа пулнă. Унта вăл Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Çумĕпе Виталий Муткопа тĕлпулу ирттернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçу вăхăтĕнче РФ Правительствин Вице-премьерне юлашки çулсенче Раççей Правительстви витĕм кӳнипе, пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлесе пынине кура, Чăваш Енре спорта аталантарнине,  пурлăхпа техника базине сахал мар çĕнетнине пĕлтернĕ. 2006-2015 çулсенче пĕтĕмпе регионта 50 объекта яхăн çĕклесе лартнине каланă.  Спорт инфратытăмне пĕтĕмпех çĕнетнине пĕлтернĕ.  Çак ĕçсене пурнăçа кĕртме федераци хыснинчен 2,5 миллиарда яхăн тăкакланине асăннă.  Кăçал та федераци бюджетĕнчен укçа уйăрнине кура, Чăваш Енĕн тĕп хулинче велоспорт-маунтибайк регионти центрне хута янине, унта олимп вăййисене валли спортсменсене хатĕрлеме çав тери лайăх условисем пулнине каланă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле республикăра биатлон енĕпе ăсталăха туптама ирĕк паракан спорт объектне те пурнăçа кĕртме палăртса хунине пĕлтернĕ.  Тĕнче чемпионачĕ валли, вăл паллах 2018 çулта иртет, спортсменсене хатĕрлеме Шупашкарта спорт площадкисене тĕпрен реконструкцилес ĕç хĕрӳ пынине асăннă.  «РФ 2016-2020 çулсенче спорта аталантарас» федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, регионта сахал бюджетлă спорт объекчĕсене хута яма палăртнине каланă.  Çак ĕçсем пĕтĕмпех Чăваш Республикинче спорта анлăрах сарас тата ăна ăнăçлă аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнине палăртнă Михаил Игнатьев. Регионта Сывлăх кунĕ йăлана кĕнĕ, ăна пула республикăра массăллă спорт вăй илсе пырать, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыракансен йышĕ те куçкĕретех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Сăмаха май, Михаил Игнатьев Виталий Муткона Чăваш Республикинче тĕнче, Раççей шайĕнче пысăк спорт мероприятийĕсене ирттерме шаннăшăн чĕререн тав сăмахĕсем каланă.  Акă калăпăр, 2016 çулта республикăра пурĕ пĕтĕм Раççей шайĕнче 50 ытла спорт мероприятийĕсем иртнĕ. Çитес 2017 çулта та çакăнтан сахал мар спорт мероприятийĕсене ирттерме хатĕр пулнине асăннă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Тĕлпулу вăхăтĕнче спорт енĕпе йышăннă федераци программисене регионта пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Туризма аталантарассипе йышăннă инвестици проекчĕ çинчен те канашланă. Федераци хыснинчен халлĕхе 755,1 млн тенкĕ явăçтарнине пĕлтернĕ, унпа пĕтĕмпех тухăçлă усă курнине каланă. Малашне те инвестициллĕ проекта аталантарса пурнăçа кĕртсе пыма Виталий Муткоран пулăшу ыйтнă Михаил Игнатьев. Калаçу вăхăтĕнче ытти ыйтусене пăхса тухнă,  тĕплĕн сӳтсе явнă.



26 октября 2016
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter