Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – 2016 çулхи республика хыснине çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварса тепĕр хут пăхса тухса çирĕплетесси тата тепĕр виçĕ çул валли республика бюджетне пăхса тухса сӳтсе явасси пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çулта  бюджета пăхса хăварнă пур тĕллевсем те туллин пурнăçланасса каланă.  Харпăр хăй тупăшĕ республика хыснинче кăçалхи çул уйрăмах ӳснине, 2015 çулхипе танлаштарсан 112,7 процент пысăкланнине асăннă.  Республика Правительстви тухăçлă ĕçлесе пынине кура, бизнес-пĕрлешӳсем вăхăтра налук тӳленине пула,  2016 çулта тупăш пайĕнчен кĕрекен налук сахал мар пуçтарăннă, ӳсĕм 28,1 процентпа танлашать. «Эпĕ предпринимательсене çакăн пек тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăватăп.  Вĕсем йывăрлăхсене пăхмасăрах, хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрре кăларса çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута яраççĕ, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ. Çитĕнӳсем те вĕсен çук мар. Паха таварсене те вырнаçтарса сутни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Бюджет тупăш пайĕ ӳснине кура, тăкаксен пайне те хăпартса пыма май килнине асăнса хăварнă.     Бюджетран тăкакланакан кашни виççĕмĕш тенки вĕрентĕве аталантарма тăкакланнине çирĕплетсе каланă регион Пуçлăхĕ.  Калăпăр, «Вĕренӳ» тытăмне пурĕ 11 млрд. 946,3 млн тăкакланă, 2015 çулхипе танлаштарсан 6,4 процент пысăкрах ( 719,4 млн тенкĕ). Учительсене вăхăтра тата кирлĕ пек ĕç укçин виçипе тивĕçтерни те никамшăн та вăрттăнлăх мар пулнине каланă Михаил Игнатьев.  Ача сачĕсене хута ярассипе йышăннă федераци программи вĕçленнĕ пулин те, Чăваш Енре строительство ĕçĕ хĕрӳ пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ шкулсем хута каяççĕ. Шупашкарти кадетсен шкулне çĕнĕрен тума 320 млн пăхса хăварнă. Лебедев ячĕллĕ лицейе тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме 25 млн палăртса хунă. Республикăри ытти шкулсене çĕнетме 30,1 млн йышăнса хăварнă. Вĕрентӳ хатĕрĕсене туянма 22, 3 млн уйăрнă. Регионта пахалăхлă медицина пулăшăвне илме те сахал мар условисем йĕркелесе тăратнă. Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта нумай профиллĕ поликлиникăна хăпартса лартма 170 млн тенкĕ хушма укçа уйăрма пăхса хăварнă. Пиллĕк çул хушшинче регионти мĕнпур сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тĕпрен çĕнетсе улăштарма палăртнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарас, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă патшалăх программине вĕçлеме 362,8 млн йышăнса хăварнă.  Чăваш Республикин Çул-йĕр фондне 375 млн тенкĕлĕх ӳстернĕ, тăкак пайĕ 4,6 млрд тенкĕпе танлашнă,  2015 çулхипе танлаштарсан – 158 процент пысăкланнă. 



26 октября 2016
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter