Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта строительство пайĕнче ĕçлекенсемпе канашлу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта строительство пайĕнче ĕçлекенсемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем -  Чăваш Енри строительство комплексĕнче усă куракан таварсем пирки, тĕрлĕ объектсене хăпартса лартма проектсем хатĕрлесси тата вĕсене патшалăх экспертизи витĕр кăларасси пулнă. Актуаллă ыйтусене сӳтсе явма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов хутшăннă.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче калаçнă май, регионта социаллă пурнăçпа экономика ӳсĕмлĕ аталанса пынине палăртнă.  Кăçалхи  9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене илес пулсан, промышленноç производствин индексĕ 110,8 процента çитнĕ, ял хуçалăх пайĕн кăтартăвĕ 103,3 процент хăпарнă. «Çулталăк вĕçленнĕ тĕле, ял хуçалăхĕн ӳсĕмĕ 107% ӳсесси те куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Паянхи пурнăç таппинче – строительство йывăрлăха кĕрсе ӳкни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Çурт-йĕр туянас текенсен шучĕ те сахалансах пырать», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Строительство калăпăшĕ 2015 çулхипе танлаштарсан 96,2 процента çитнĕ. «Пирĕн тĕрĕс приоритетсем суйласа илме пĕлмелле. Бизнеса ăнăçлă вăй илсе пыма условисем йĕркелемелле. Çав вăхăтрах республика аталанса пытăр тесе те çине тăрсах ĕçлемелле», -  палăртса чĕнсе каланă канашлăва пухăннисене Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, регионта строительство ĕçне пуçлама административлă барьерсене чакарса пырассипе тĕллевлĕн ĕçленине асăннă.  Строительсене, паянхи пурнăçпа тӳр килекен экономкласлă хваттерсем хута ярассишĕн ытларах тăрăшма сĕннĕ. Палăртса хăваратпăр, пĕтĕмпе республикăра çурт-йĕр  ыйтăвĕсемпе 71 пин çынна шута илнĕ.  Паянхи лару-тăрăва курса,  вырăнти строительсене ĕçпе тивĕçтерме, витĕм кӳме тăрăшмалла. Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Иванов хăйĕн докладĕнче, регионти строительство комплексĕ пĕтĕмпех хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсемпе усă курнине пĕлтернĕ.   Палăртма кăмăллă, регионта 9 завод ĕçлет, вĕсем кирпĕч тата строительствăра усă курăнакан ытти таварсем тирпейлесе кăлараççĕ.  2016 çулта пурĕ 720 пин тăваткал метр  çĕнĕ çурт-йĕр хута ямаллине асăннă министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсемпе йышăннă проектсене те ĕçе кĕртессишĕн çине тăрса ĕçлемеллине асăрхаттарнă.   Каласа хăвармалла, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăрах, патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем пĕтĕмпех упранса юлнă. Халăхăн çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулать.  Строительсен активлăрах патшалăх пулăшăвĕсене илессишĕн тăрăшмалла, ун чухне ĕç те кал-кал пырасси куçкĕретех пулĕ.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче спорт, вĕренӳ, ЖКХ объекчĕсене хăпартса лартма йышăннă проектсем пирки чарăнса тăнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклесе лартма, проектсене кирлĕ пек тивĕçлĕ хатĕрлеменнишĕн, тепре чухне строительство ĕçĕ пысăк хака кайса ларнине асăннă. Раççей Федерацийĕн Хула строительствин кодексĕн уйрăм саманчĕсене тĕпе хума, стандартсене, çирĕп йĕркесене пăхăнса проектсене хатĕрлеме чĕнсе каланă ертӳçĕсем канашлăва пухăннă строительство комплексĕн ĕçченĕсене.Тĕплĕнрех



27 октября 2016
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter