Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасен полици академине йĕркелесе янăранпа 10 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 


 Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасен полици академине йĕркелесе янăранпа 10 çул çитнĕ ятпа  ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Мероприяти Шупашкарти Ача-пăчасен пултарулăх керменĕнче пулнă. Академине вĕренме çӳрекенсем çак кун тупа тунă.  Мероприяти ĕçне патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче ĕçлекенсем, право хуралĕнче вăй хуракансем, обществăлла организацисен ертӳçисем, ветерансем хутшăннă.  Академире пĕрремĕш курсра вĕренекенсемшĕн тупа туни – пурнăçри чи асра юлакан пулăм пулса тăнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. «Çак кун пурин асăнче те ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.     Ачасем хăйсен пурнăçĕнче тивĕçлĕ утăм тăваççĕ. Вĕсене малашне çак утăм тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшать, шăпана палăртать», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    Ачасене хушма пĕлӳ парас  тытăмра çак академи социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтусене татса пама май панине асăнса хăварнă республика Ертӳçи. Тăван çĕршыва сыхлама, çамрăксем хушшинче патриотизм туйăмне вăйлатма, пĕр сăмахпа каласан, ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳнине каланă. Ку шкулта вĕренсе ăс пухнă яшсемпе хĕрсем Раççей Федерацийĕн чăн-чăн гржданинĕсем пулса çитĕннине асăннă. Пурнăçра çакăн пек çул-йĕр суйласа илнĕшĕн, чи малтанах ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене витĕм кӳнĕшĕн, чĕререн тав сăмахĕсем каланă.

 Чăваш Республикин право хуралĕн ветерансен канашĕн председателĕ Михаил Киселев генерал-майор, тупа тунине чыслăн пурнăçлама, вĕренӳре, пурнăçра пысăк çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

  Яш-кĕрĕме çакăн пекех «Раççей офицерĕсем» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн председателĕ Александр Михайлов генерал-лейтенант саламланă. Вăл академи ялавне торжествăлла майпа чысланă.  Протоиерей Серги ашшĕ вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене, ачасене, хисеплĕ хăнасене пилленĕ май, яланах пурнăçра чăтăмлă пулма, ун чухне йывăрлăхсене çĕнтерме çăмăлрах пулнине, аслисене хисеплеме, патшалăхшăн юрăхлă çын пулса çитĕнме каланă, обществăшăн яланах усăллă ĕçсем тума сĕннĕ.

Мероприяти уяв концерчĕпе тăсăлнă.   Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те ăшшăн саламланă, хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисем парса чысланă. Палăртса хăваратпăр, академирен вĕренсе тухакансем Раççей Федерацийĕнчи аслă шкулсене вĕренме кĕреççĕ. Тĕплĕнрех



27 октября 2016
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter