Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин депутачĕсемпе Алена Аршиновăпа тата Леонид Черкесовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин çиччĕмĕш созыври депутачĕсемпе Алена Аршиновăпа тата Леонид Черкесовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Депутатсем юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче, регионсенчи эрне мероприятипе килĕшӳллĕн, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăнни çинчен пĕлтернĕ.   Ыйтусене депутатсем хăйсен тĕрĕслевне илнине, тĕплĕн пăхса тухассине каланă. Калаçу вăхăтĕнче Патшалăх Думин саккунĕсем, 2017 çул валли йĕркеленекен  федераци хысни, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн суйлав умĕнхи йышăннă программине пурнăçа кĕртсе пырасси пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



27 октября 2016
11:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter