Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн куне халалланă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Енчен те муниципалитетсем инвестици явăçтарассипе кăтартуллă ĕçлесе пырсан, экономикăна вăйлатсан, вĕсене грантпа тивĕçтерме май паракан указа алă пусса çирĕплетнĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Кун пирки паян, юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче, ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене халалласа ирттернĕ торжествăлла уявра пĕлтернĕ.   Аграри пайĕнче тăрăшакансене саламланă май, Михаил Игнатьев çак уява яланах, республикăра уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ирттернине каланă. Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ регионта ĕçсене пĕтĕмлетме май парать, уйра ĕçсем вĕçленнине çирĕплетет. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăх пайĕ пĕр тан ăнăçлă аталанса пынине асăннă. 

 2006 çултан пуçласа Раççей Президенчĕ агропромышленноç пайне приоритетлă наци проекчĕ тесе йышăнса хăварнă. Тĕнчене апат-çимĕç таварĕпе тивĕçтерес ĕç кирлĕ пек шайра пулса пырать, сахал мар ĕçлени, çĕнтерӳ туни куçкĕретех.   Çак пысăк тапхăр хушшинче ялсен сăн-сăпачĕ улшăнчĕ, пурнăç  шайĕ те çĕкленчĕ. Малашне те ял хуçалăхне аталантарасси приоритет пулассине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çакăн пирки Мускавра, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, РФ регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвĕнче те сӳтсе явнине тепĕр хут аса илсе хăварнă вăл. Палăртса хăваратпăр, РФ Правительство комиссийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та.  Сăмаха малалла тăснă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ  ял хуçалăхне аталантарма май паракан чи пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсем пирки чарăнса тăнă. Чи малтанах хăмла лартса çитĕнтересси, халлĕхе ăна Раççейе ытти çĕршывсенчен 11 пин тонна илсе килеççĕ, сĕт 9 млн тонна патнелле, теплицăсем хута ярасси, хĕвел çаврăнăшне акса çитĕнтересси çине тимлĕх уйăрмаллине асăннă. Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗпе ял хуҫалӑх производстви хушшинчи ҫыхӑну вӑйланса пырать, ку чухнехи технологисем ӗҫе кӗреҫҫӗ, ҫавна пу­­ла туса кӑ­ларакан продукци пахалӑхӗ ӳсет. Инвестици явăçтарассипе лайăх ĕçлекен муниципалитетсене 100 млн тенкĕллĕх грант куçĕ. 

 Республика Правительстви халăха пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрать.  Кăтарту та çук мар – регионта 100 çултан иртсе пурăнакан ватăсем 98 çын, 85 çултан иртнисем – 16700 çын пурăнать.  Кăтарту, паллах пурне те хавхалантарать.  «Ачасем тата ача амăшĕсене витĕм кӳрекен институтсене аталанма пулăшатпăр. Çитес çул валли республика хыснине 810 млн пăхса хăварнă», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Çак кун уйрăмах Михаил Игнатьев ял хуçалăх пайĕнче ĕçлесе тава тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ыр­ми-канми тӑрӑшулӑхшӑн, хресчен ӗҫне парӑннӑшӑн тата ҫӗре чунтан юратнӑшӑн, республикăна аталантарса пырас ĕçре пысăк тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тунă.

Уявра республика Ертӳçи хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă, «Савнă ялăм, тăван ял» Пĕтĕм тĕнчери ял хуçалăх çыравне халалланă конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса хавхалантарнă.  «Патшалăх наградисене тивĕçсен, куратăн, эпир ĕçлени - кăлăхах мар. Йывăр ĕçе хисеплени курăнать.  Ял хуçалăхĕшĕн тăрăшас килет. Республика Пуçлăхĕ аграри вăй илсе пынине çирĕплетсе каларĕ. Эпĕ унпа килĕшетĕп, агробизнеса аталанма условисем çителĕклĕ», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне Патăрьел районĕнче хресчен фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан Решит Санзяпов. Агрофирма «Ольдеевская» АХО директорсен канашĕн председателĕ Евгения Беликова хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Ял хуçалăх ĕçченĕ професси, хăйне евĕр яваплăха туйма хистет.  Халăхшăн тăрăшни ырăпах каялла таврăнать.  Таса чунпа, ĕçе парăннă çĕр ĕçченĕсене тайма пуç», - тенĕ.  Патшалӑх кӳрекен пулӑшӑвӑн шайӗ ӳсни бизнеса тытса пыма хавхалантарнине, яла пуҫаруллӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ çамрăксем килсе выр­на­ҫнине çирĕплетсе каланă. Аграри пайĕнчи çĕнĕлĕхсемпе ту­хӑҫ­лӑн усӑ курни, производствӑна ҫӗнетни отрасле ҫам­рӑксене явӑҫ­тар­­ма пулӑшнине асăннă.   Çак сăмахсене «Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин  те çирĕплетнĕ.  «Эпир производствăн тавар калăпăшне ӳстерессишĕн кăна тăрăшмастпăр, çынсен ĕç укçине кирлĕ пек виçепе тытса пырасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.  Предприятире ĕçлекенсен уйăхсерен шалу укçи вăтамран 25 пин тенкĕпе танлашать.  Кăтартăва 30 пине çитерме тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ ертӳçĕ. 

 Республикăн аграри тытăмĕн тĕп кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарнă.   Пурĕ кăçал республикăра çĕрсене пусă çаврăнăшне 25 пин га кĕртнĕ. Юлашки 15 çул хушшинче пуçласа тырă тухăçне çав тери пысăк ӳсĕмпе пухса кĕртнĕ.  Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе ял хуçалăхра ĕçлекенсене туллин усă курма чĕнсе каланă министр.  Аса илтерсе хăваратпăр, çак кун Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче тĕрлĕ курав ĕçленĕ.  Республикăри предприятисемпе организацисем, хресчен фермер хуçалăхĕсем  хăйсен паха таварĕсене тирпейлесе тăратнă.  Уява килнисене Алексей Гоман «Халăх артисчĕ» проект çĕнтерӳçи, хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Тĕплĕнрех

 



28 октября 2016
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter