Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячĕпе саламлани

Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Хальхи пурнӑҫ, реги­онӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика атала­нӑвӗ автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗсӗр мӗнлерех пуласси пирки  шу­хӑшлама та  май ҫук.

Пӗлтӗр кӑна Чӑваш Енре автомобиль транспорчӗпе усӑ курса 94 миллион ҫынна турттарнӑ. Ҫакӑ халӑха кӳрекен транспорт пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата та лайӑхлатма кирлине, граждансем валли май килнӗ таран хӑтлӑ майсем туса памаллине, турттарас ӗҫӗн хӑрушсӑрлӑхне шанчӑклӑн тивӗҫ­термеллине ӗнен­мелле ҫирӗплетет. Асӑннӑ тӗллевсене Чӑваш Ен Правительствипе отрасль ӗҫче­нӗ­сем йӗркеллӗн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Автопарк ҫӗнелет, ҫулсен сечӗ тата ҫул-йӗр правилисене пӑснине автомат мелӗпе ӳкерсе тата ҫырса илекен ты­тӑм лайӑх аталанать. Ҫакӑ ҫул ҫинчи аварисен шутне чакар­ма пу­лӑшать.

Автотранспорт ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗпе яваплӑхне пула транспорт ҫыхӑнӑвӗ пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлессине тивӗҫтерме май килет. 

Ҫак уяв кунӗнче отрасль ветеранӗсене ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗн пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп. Сире ӗҫре улӑштаракан ҫам­рӑ­ксем те хӑйсен умӗнчи тӗллевсене сирӗн пекех ӑнӑҫлӑн пур­нӑҫ­лама пул­тарасса шанса тӑратӑп.

Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсемпе вете­ранӗ­сене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа ӑнӑҫу, Чӑваш Республикинче пурӑ­накан ҫынсен ыр­лӑ­хӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме мӗн пур лайӑххине сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                         М. Игнатьев



28 октября 2016
18:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter