Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалӑх про­мыш­лен­ноҫ пайĕнче тăрăшакан ертӳçĕсемпе, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ял хуҫалӑх про­мыш­лен­ноҫ  пайĕнче тăрăшакан ертӳçĕсемпе, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă.  Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем патшалăх енчен куçакан пулăшусем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, производство калăпăшне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Предприятисен кăтартăвĕсене тишкернĕ, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Ку хутĕнче çĕрулмине лартса çитĕнтерессипе çĕнĕ технологисем пирки те канашланă. Хамăр тăрăхра лартса çитĕнтернĕ улма вăрлăхне тирпейлĕ упраса, кайран регионтах усă курма, ытти субъектсенчен тĕрлĕ вăрлăх туянмасан та юрать тесе каланă. Çак тавара тирпейлесе, тĕрлĕ апат-çимĕç калăпласан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ыйту питĕ актуаллă, бизнесменсене те кăсăклантарать. 

 Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов аграри тытăмне патшалăх уйăракан пулăшусем пирки каласа кăтартнă, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă.   Министр хăйĕн сăмахĕнче ытларах та ытларах çĕнĕ йышши производствăсем хута яма чĕнсе каланă. Палăртма кăмăллă, паянхи куна республикăра 14 хуçалăхра выльăхсене усрама ятарлă объектсем хута яма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Тĕплĕ калаçăва пухăннисем хăйсен предприятисемпе организацисен ĕç-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă.

 «Агрофирма «Ольдеевская» АХО директорăн советникĕ Евгения Беликова хăйĕн сăмахĕнче, вĕсем ытларах теплицăсем хута ярас тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçленине пĕлтернĕ, объектсене модернизацилеме шут тытнине каланă.   Агрофирмăра çĕнĕ технологи вăй илсе пынине кура, таварсен пахалăхĕ ӳснине, тупăш та пысăкланнине асăннă. Тĕнчипе малта пыраканнисенчен пĕри шутланать çак палăртнă агрофирма. 2007 çулта юрăхсăра тухнă хуçалăха çĕнĕрен ура çине тăратма пуçланă. Сĕт-çу, выльăх-чĕрлĕх ĕрчеттессипе çине тăрса ĕçлеме тытăннă. Агорофирмăн директорсен канашĕн председателĕ каланă тăрăх, ют çĕршывсен паха опытне тĕпе хурса ĕçленине кура, таварсен пахалăхĕ те калăпăшĕ те кулленех ӳсет. Тĕнчипе илес пулсан, сĕт-çу хакĕ хăпарнă. Кун пирки Михаил Игнатьев та çирĕплетсех каланă. «Пур-пĕрех Раççейре 9 миллион тонна сĕт çителĕксĕр. Сĕт тирпейлессипе ĕçлеме тупăшлă пулни куçкĕретех», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ каланă сăмахсене Евгения Беликова тепĕр хут çирĕплетсе хăварнă. «Сĕт тирпейлессипе пĕлсе ĕçлесен, теплицăра лартса çитĕнтерекен таварсенчен те ытларах тупăш илме пулать», - тенĕ  вăл. Пуласлăхра выльăх шутне ӳстерме, фермăсене реконструкцилеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ.

 Хĕрлĕ Чутайри «Коминтерн» ЯХПК председателĕ  Альбина Новикова производство калăпăшĕ ӳссе пынине асăннă. Малашлăхра çĕнĕ объектсем хута яма тĕллев лартнă, выльăхсен шутне те йышлатма палăртнă. «Маларах çынсем пăру какайĕ тăкаклă тесе каланине пĕр хуччен çеç мар илтме пулнă. Пĕчĕк пăрусенчен пысăк выльăх самăрлатса, каярах какай тирпейлесен питĕ вырăнлă. Тупăшĕ те çук мар. Призводствăна ӳстерессишĕн тăрăшатпăр», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. «Сирĕн пуçарусене, тĕллевсене ырлатпăр, ăнăçусем сунатпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Авангард» ТМЯО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин хăйĕн сăмахĕнче, вĕсен предприятийĕ пĕлтĕр 9300 тонна ытла сысна какайне тирпейлесе сутнине пĕлтернĕ. Акса çитĕнтермелли культурăсен лаптăкĕ те 22 процента çити ӳснĕ. Кăçал та çулталăк вĕçленнĕ тĕле сысна какайне 300 тонна тата та ӳстересси паллă.  Ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансене, енчен те вĕсем усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартаççĕ пулсан, вĕсене республика Правительстви витĕм кӳме хатĕр пулнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

«Чурачикское» АУО генеральнăй директорĕ Евгений Шалеев ытларах ял хуçалăх таварĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене хускатнă. Пухăннисем тирпейлесе кăларнă таварсене регионтах вырнаçтарасси пирки тĕплĕн канашланă.  Муниципалитетсенче ыйтупа çивĕч ĕçлемеллине, май килнĕ таран регионти предприятисемпе организацисене витĕм кӳме тăрăшмаллине асăннă.  Ертӳçĕсене таварсен пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



28 октября 2016
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter