Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шăнкăртан диалогĕ» ятпа иртекен ял экономикин VI-мĕш форум ĕçне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Шăнкăртан диалогĕ» ятпа иртекен ял экономикин VI-мĕш форум ĕçне хутшăннă. Ку хутĕнче форума «Ял – Раççей хавалĕ» федераци программипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.  Асăннă мероприятине Раççейри тăхăр регионтан ятарлă представительсем килсе çитнĕ. Вĕсем: влаç органĕсенче тăрăшакансем, вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем, тĕрлĕ тĕн халăхĕсем, обществăлла организаци ертӳçисем, ăсчахсем тата ыттисем те.

 Форум ĕçне хутшăннисене Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх Министрĕн Александр Ткачевăн саламне вуласа панă.   Форумра яла аталантарас, кăмăл-сипет туйăмне вăйлатас, экономикăна çирĕплетес ыйтусене пăхса тухнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мероприятине килнисене саламланă, тăван тавралăх, халăх шăпишĕн тăрăшакансене, яваплăха туйса таса кăмăлпа ĕçлекенсене тав тунă. «Эпир, сирĕн сĕнĕвĕрсене хамăрăн ĕçре тĕпе хурса пурнăçласа пыратпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.   Сăмаха май, регионта ялсене аталантарса пыма республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ялти пурнăç хуларинчен те лайăхрах тесен те йăнăш мар, условисем пĕтĕмпех пур. «Агропромышленноç вăй илсе пырать, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем халăх валли йĕркеленеççĕ», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн тĕп çитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Палăртма кăмăллă, республикăра демографи лару-тăрăвĕ лайăх, нумай çул хушши пурăнакансен йышĕ куçкĕретех ӳссе пырать. Çаксем пĕтĕмпех республикăра ырă улшăнусем пулса пынине çирĕплетеççĕ.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланаççĕ, патшалăх хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин тивĕçтерет.  Михаил Игнатьев вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ пирки те каласа кăтартнă.  «Пирĕн тĕп тĕллев – республикăри ĕç климатне çулран çул лайăхлатса пырасси.  Çамрăксене ытларах тимлĕх уйăрмалла. Шăпах та, вĕсенче Раççей, Чăваш Енĕн пуласлăхĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.  

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче, Патăрьел ăнăçлă аталанса пынине каланă, малашне те çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин  членĕ Альбир Крганов республикăра ялсем çав тери ăнăçлă тата курăмлă аталаннине каланă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем çĕкленсе ларнине, чиркӳсем те хута кайнине асăннă. «Пирĕн пурин те лайăх ăнланмалла, пуçарусем пĕтĕмпех пурнăçа кĕрсе пырассине те ĕненмелле», - тенĕ вăл. 

 Çĕнĕ проектсене, стратегиллĕ пуçарусене вăй илтерессипе ĕçлекен Агенствăн генеральнăй директорĕн советникĕ Рустэм Давлетов, Чăваш Республикинче инвестици хывма кирлĕ пек лайăх условисем пулнине, бизнеса аталанса пыма та меллĕ  тенĕ. Раççейре Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕпе 6-мĕш вырăнта пулни те çакна çирĕплетсе панине асăннă.  Регионта влаç инвестици илĕртӳлĕхне лайăхлатассишĕн тăрăшни те куçкĕретех тенĕ. 

 Раççей Общество палатин агропромышленноçа аталантарассипе ĕçлекен Комиссийĕн председателĕ Евгений Уваркина çапла каланă: «Эпир, сирĕнпе пĕрле питĕ лайăх тата пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Малалла ăнтăлма тĕрĕс çул-йĕрсем шыратпăр. Тĕрлĕ ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. Пирĕн сĕнӳсене влаçра ĕçлекенсем тимлĕх уйăрччĕр тесе ĕçлетпĕр».  Сăмаха май, Чăваш Республикинче ял туризмне аталантарасси те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, çакă Раççейшĕн те витĕмлĕ тесе палăртнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи пурнăç таппинче агропромышленноç пайне аталантарма тата инвестици хывас текенсемшĕн условисем пĕтĕмпех пуррине çирĕплетсе хăварнă. Çак кун вăл ларура районăн халăх ыйтăвĕсем çине те хуравланă. Çынсене паян ытларах çул-йĕр, ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантараççĕ. Тĕплĕнрех



28 октября 2016
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter