Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  республика Правительствин членĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чи малтан канашлăва пуçличчен, Сочире иртнĕ инвестици Форумĕн уйрăм саманчĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паллă пулăма РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев, федерацин влаç органĕсен ертӳçисем, бизнес-пĕрлешӳсенче тăрăшакансем  хутшăннă. Ертӳçĕсем патшалăх управленийĕн çĕнĕ пахалăхĕ пирки ыйтусене пăхса тухнине, пурăнма кирлĕ çĕнĕ проектсем çинчен канашланине пĕлтернĕ.   Çĕршыври шалти политикăна тăнăçлăн аталантарса пырасси, наци экономикине çирĕплетесси – влаçра ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ пулса тăмаллине асăннă Форумăн пленарлă пайĕнче Дмитрий Медведев. РФ Правительствин Председателĕ паянхи куна пурĕ приоритетлă 11 çул-йĕр палăртса хунине асăннă. Вĕсем, паллах, экономикăпа, социаллă сферăпа пĕтĕмпех тачă çыхăннă.  Чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта инвестици климачĕ çулран çул лайăхлансах пынине пĕлтернĕ. Наци рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕнче, РФ 85 субъекчĕсем хушшинче, пирĕн Чăваш Республикин инвестици илĕртӳллĕхĕн кăтартăвĕ, ыттисенчен чылай лайăх, енчен те маларах республика 9-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ вара 6-мĕш хисеплĕ вырăна тухни пурне те савăнтарать. Пур-пĕрех татса паман ыйтусем юлнă-ха. Вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕçлекенсем çăхавсем çыраççĕ.  «Регион экономика енчен ăнăçлă аталанса пытăр тесессĕн, ыйтусене татса пама тĕллевлĕн проектсем ĕçе кĕртмелле», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Форум ĕçĕнче бюджет ыйтăвĕ пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă.  Бюджетăн тăкак пайĕпе тухăçлă ĕçлемелли пирки çирĕп каланă.  Енчен те регионсем курăмлă, пысăк çитĕнӳсемпе палăрсан, ятарлă грантсем парса тивĕçтересси пирки те сăмахланă.  Малашне федераци хыснинчен пулăшу илессипе тата та çирĕп йĕрке пулассине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ку хутĕнче планеркăна пухăннисем хутса ăшăтмалли тапхăра районсемпе хуласенче ĕçе еплерех йĕркелесе çитерни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Сăмаха май, çывхарса килекен Учительсен кунне халалласа ирттерекен мероприятисем çинчен те чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов хăйĕн докладĕнче муниципалитетсенче авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнчен  пуçласа пур сферăра та хутса ăшăтмалли тапхăра тытăнмашкăн ыйтса çырнине пĕлтернĕ. Асăннă ыйтупа  республикăра лару-тăру аван, Çĕмĕрлере  çуртсене ку эрнере пĕтĕмпех ăшă яма палăртнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тав тунă, чирлекенсен шучĕ те самай чакнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсенче системăсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли тытăма куçармаллине, çак ĕçе вăраха тăсмасăр пурнăçа кĕртсе пымаллине каланă.  Ку асăннă ыйтупа Тăвай районĕ çав тери лайăх ĕçленине, ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнине каланă. «Халăх кăмăллă, тăкаксене те 2-3 çул хушшинче саплаштарма май килнĕ.  Экономика енчен те паха. Çынсем хăйсене кирлĕ пек ăшă тытса тăма пултараççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  ЖКХ пулăшăвĕпе усă курнăшăн, халăх вăхăтра тӳлесе пырать. Тĕрлĕ категорире тăракан граждансене çурт-йĕрпе тивĕçтересси пирки те сăмах пуçарнă. Кăçал тĕрлĕ бюджетран патшалăх пурĕ 3 млрд пăхса хăварнă. Халăх валли самай пысăк пулăшу.  Строительсем валли те ĕç куçкĕретех. Учительсен кунне хатĕрленсе пыракан ĕçсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев тĕплĕн каласа кăтартнă. Уяв ытларах юпа уйăхĕн 4-7 мĕш кунĕсенче иртнĕ, пурĕ 11 пин вĕрентекен хутшăнма кăмăл тунă. Республикăри тĕп уяв, авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртет. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов уй-хир ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă.  Çĕр улмине пухса кĕртес ĕç хĕрӳ пынине асăннă. Çанталăк йĕпе-сапа тăрать пулин те,  хуçалăхсенче вăй хуракансем кулленех уйра тăрăшаççĕ.  Тăвай районĕнче  Чутей салинче пурăнакансем çул-йĕр ыйтăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ патне илсе çитернĕ. Вырăнти пуçлăх Григорий Куклов, «Энергосервис» ТМЯОпа (учредителĕ - Сергей Иванов, директорĕ Геннадий Волков)  килĕшӳ хутне 2015 çулта кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Объектăн хакĕ 8 002,79 тенкĕ.  Ĕçе пĕтĕмпех кăçал, авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле пулнă, анчах та кăлăхах. Строительство ĕçĕшĕн «Автодорсервис» ТМЯО (директорĕ Алексей Жарков, учредителĕ Константин Жарков) яваплă.  Паянхи куна объектра «ПМК «Водстрой» АУО (директорĕ Владимир Ильин) ĕçлет, анчах та ку организаципе халлĕхе ĕç хутне алă та пусман-ха. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн тĕрĕслев Управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ираида Алексеева пĕлтернĕ тăрăх, «Энергосервис» ТМЯО ( учредителĕ – Сергей Иванов, директорĕ - Геннадий Волков)  вырăнти администрацийĕнчен 1 768,8 пин тенкĕ, ĕçсене пурнăçланă тесе илнĕ. Предприяти проектпа килĕшӳллĕн хăй çине илнĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçламан, пĕтĕмпе те объектра 172 пин тенкĕлĕх çеç ĕçе пурнăçланă имĕш.  Хальхи вăхăтра Чутей ял поселенийĕ муниципалитет контрактне пăрахăçласси пирки тăрăшать.  Республика Пуçлăхĕ тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен подрядчик пирки çирĕп асăрхаттарнă, ятарлă мерăсем саккунпа килĕшӳллĕн йышăнма сĕннĕ.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем пăхса хăварнă.

 



03 октября 2016
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter