Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство техникумне йĕркелесе янăранпа 90 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 


Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство техникумне йĕркелесе янăранпа 90 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприятине хутшăннă.  Асăннă меропроприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Валерий Иванов тата Николай Угаслов, Чăваш Республикин Обществăлла палата председателĕ Алексей Судленков тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă.   Техникумăн директорĕ Петр Мишин хăйĕн сăмахĕнче, çак учрежденине экономикăна аталантарса пыма кирлĕ специалистсене хатĕрлеме йĕркелесе янине асăннă.  Çак вĕренӳ учрежденирен ăс пухса тухакансем кулленех тĕрлĕ предприятисемпе организацисене ĕçе вырнаçнине пĕлтернĕ.   Çав шутрах, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çак учрежденирен вĕренсе тухнине мăнаçланса каланă вăл.  Техникума йĕркелесе янă пуçаруллă çынсене Михаил Игнатьев чĕререн тав тунă. Кунта тăрăшакансем пурте ăста специалистсем пулнине асăннă.  Ĕç коллективĕ, ветерансем пур те паха опытлă тесе каланă.  Паянхи куна та кунта вăй хуракансем, пĕрле вĕреннĕ ачасем пирки ырăпа çеç аса илсе пурăннине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. «Техникумра ĕçлекенсем мана тарăн ăс панăшăн, паянхи пурнăçра маншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ», - тенĕ вăл.  Çак пысăк тапхăр хушшинче техникумран сахал мар, вуншар пине яхăн пысăк тавра курăмлă специалистсем вĕренсе тухнине палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кунтан вĕренсе тухакансем пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçлеме пĕлнине, регионта чи малта пыракан предприятисемпе организацисенче ĕçленине палăртнă. Тĕнчере экономика йывăрлăха туять пулин те, пур-пĕрех республикăра вăл çирĕппĕн аталанать.  Сăмаха май регионти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пысăк кăтартăвĕсем пирки те чарăнса тăнă. Халăха патшалăх енчен тивĕçтерекен социаллă пулăшусем çинчен каласа кăтартнă.  Çак кун Михаил Игнатьев вĕрентӳ классĕсене пăхса тухнă. Пурте патшалăх стандарчĕсене тивĕçменнисене асăрханă.   2017 çулхи бюджета тепĕр хут пăхса тухнă чухне, техникума юсав ĕçĕсене йĕркелеме укçа-тенкĕ пăхса хăварасси пирки ыйтăва пăхса тухассине шантарнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ  Николай Малов техникумăн тĕп пуянлăхĕ çынсем тесе асăннă. Вĕсем шутĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем: Николай Угаслов, Валерий Иванов.  Мероприятире Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.  Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.



31 октября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter