Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ, унта яланхиллех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисем, хăш-пĕр муниципалитетсен пуçлăхĕсем хутшăннă. 

 Планеркăна кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма пуçличчен, чи малтан ЖКХ объекчĕсене хĕллене епле хатĕрленсе çитерни пирки сӳтсе явнă. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Максим Иванов калаçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем палăртнă ыйтупа графика пăхăнса ĕçе пурнăçласа пынине асăннă, тĕллевсене ятарлă службăсем туллин пурнăçланине палăртнă.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертӳçисене ЖКХ сферинчи лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.   Сăмаха май, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. «Эпир кашни çул пĕр кăлтăк пирки калаçатпăр. Автомашина хуçисем, хăйсен машинисене кирлĕ кирлĕ мар çĕре лартса хăвараççĕ, ăна пула юр тасатакан техника вăхăтра çулсене тирпейлесе тăраймасть.  Кун пек йĕрке пăсакансене çирĕп явап тыттармалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ку хутĕнче республика Ертӳçи  иртнĕ эрнере хулари 43№-лĕ шкулта ачасем аптранине, чирлесе больницăна лекни пирки чарăнса тăнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх,  пĕтĕмпе 20 ача вар-хырăм чирĕпе, вĕсенчен 7-шĕ сиплев учрежденине лекнине палăртнă.  Паянхи куна илес пулсан, лару-тăру лайăхланнă, ачасенчен 6-шĕ больницăран тухнă, кĕçех тепри те киле каясси паллă пулнине пĕлтернĕ министр.

Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен - Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская тĕрĕслев ĕçĕсем пирки каласа хăварнă.  Сахал мар йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев «Кулинар плюс» ТМЯО (ертӳçи – Лилия Бенда) йĕрке пăснине, çакăн пекех шкулăн ертӳлĕхĕ, хула администрацийĕн вĕренӳ управленийĕ те çителĕксĕр тĕрĕслев ирттернине асăннă.  Шкул директорĕн приказĕпе килĕшӳллĕн, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа ачасене канăва янă, шкула вăхăтлăх хупнă. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакăн пек кăлтăк должноçре тăракан ертӳçĕсем хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçламаннишĕн пулса тухнине каланă.  Ыйтăва уçăмлатма комплекслă пĕтĕмпех тĕрĕслев ирттерме сĕннĕ.  «Республикăра шкулсенче ачасене апатлантармалли уйрăмсенче çĕнĕ техникăсене 100 процента çити вырнаçтарнă. Çĕнĕ стандарта тивĕçтерет.  Сахал мар çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ тăкакланă», - тенĕ вăл.  Апат-çимĕç таварĕсене туянассипе çыхăннă ыйтăва та тишкернĕ.  «Таварсене хамăрăн регионта калăпланса тухаканнисене туянмалла. Эпир ачасене пахалăхлă апатпа тивĕçтернинчен, вĕсен сывлăхĕ мĕнле пуласси пĕтĕмпех килет», -  тесе çирĕп каланă вăл.  «Кулинар плюс»  ТМЯО директорĕ Лилия Бенда кун пек кăлтăка ĕçре пуçласа курнине асăннă. Хальхи вăхăтра çитменлĕхсене пĕтĕмпех тӳрлетнине, яваплисене ĕçрен хăтарнине, малашне тата та вăйлăрах тĕрĕслев пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пур ĕçе те таса чунпа, яваплăха туйса пурнăçлама хушнă. «Ĕçре яланах йĕрке пулмалла, айăплисен явап тытмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Ыйтăва уçăмлатма депутатсене те ĕçе хутшăнма сĕннĕ. «Йĕркесĕрлĕхе халăхпа пĕрле сӳтсе явмалла. Айăплисене палăртсан, ĕçрен хăтармалла», - тенĕ вăл. 

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче  РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев,  стратеги аталанăвĕ тата наци приоритетлă проекчĕсемпе ĕçлекен РФ Президенчĕ çумĕнчи канаш ларăвне ирттернине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вĕренӳ тата сывлăх сыхлавне аталантарасси пирки ытларах чарăнса тăнине асăннă. Вĕренӳри проектсем вĕрентӳ пахалăх шайне ӳстересси, онлайн-вĕрентӳ, экономикăпа промышленноç пайĕшĕн пысăк профессионалсем хатĕрлесси тата ытти  ыйтусемпе çыхăннă.   Сывлăх сыхлавĕнче те уйрăм проектсем пурнăçа кĕрĕç.  Демографи ыйтăвĕ, эмелсем пирки, врачсен ĕçĕнче хутпа ĕçлессине сахаллатасси, ытларах электронлă майпа ĕçлеттересси пулнине асăннă. Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Правительство комиссийĕн ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕ пайĕнчи информаци технологине вăй илтерсе пырас ыйтăва та тишкернине каланă. «Эмелсем туянас ĕçре информаципе аналитика тытăмĕ пулмалла, ку енĕпе РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев çирĕп тĕллев лартать.   Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çулталăкне бюджетран эмелсем туянма 400 млрд тенкĕ тăкакланать. Пĕр эмелсемех тĕрлĕ регионсенче тĕрлĕ хакпа сутăнни вара пурне те шухăша ярать», - тесе каланă регион Пуçлăхĕ.   Михаил Игнатьев асăннă ыйтупа федерацин влаç органĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçлеме, республикăри лару-тăрăва уçăмлатма каланă.

 Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ертӳçи - тĕп инспектор  Сергей Скворцов  чĕрчун тĕнчин йышне тата вĕсен  сывлăхне сыхласа пырассипе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарнă.  Аш-какайсенчен хатĕрленĕ тĕрлĕ таварсен пахалăхĕ пирки те чарăнса тăнă.  Африкан чумине вăхăтра сирсе ярассипе пурнăçланă ĕçсем çинчен те каласа хăварнă. Мăйракаллă шултра выльăхсем лейкоз чирĕпе аптранă тĕслĕхе те тупса палăртнине, вĕсене пĕтерессипе ятарлă ĕçсем пурнăçланине каланă. Выльăха уртаракан чире сирсе ярасси çине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. 

 Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа ирттермелли мероприятисем пирки планеркăра калаçнă.  Кун çинчен Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев тĕплĕнрех чарăнса тăнă.  Министр пĕлтернĕ тăрăх, пурĕ регионта юпа уйăхĕн 31 –мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ таран 650 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Чăваш патшалăх филармонийĕнче юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăра пуçласа «Семисветик» регионсем хушшинчи фестиваль иртнĕ. Юпа уйăхĕн 24-29-мĕш кунĕсенче Шупашкарта Наци вулавăшĕнче  регионсен хушшинчи «Культура урлă – халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум ĕçленĕ. Пĕтĕмпе Раççейри 16 регионта 200 çын пуçтарăннă, ют çĕршывсенчен те представительсем килсе çитнĕ. Чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче наци культурисене пĕрлештерекен III-мĕш республикăри фестиваль иртет. Ку хутĕнче «Ырă хăнана хуçа та кăмăлласах кĕтет»  ятлă конкурс пуласси те паллă. Пĕтĕм халăхсен тата национальноçсен пĕрлĕхĕпе пĕршухăшлăхне пула, Чăваш Республикинче мероприятисем ăнăçлă иртессине шанса каланă министр.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнчен Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче  «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн членĕсем республикăра уяв мероприятийĕн митингне хутшăнма кăмăл туни çинчен пĕлтернĕ. «Ытти партире тăраканнисем мероприятисене хутшăнасси пирки асăнман, официаллă майпа та пĕлтермен.  Çав шутрах «ЛДПР» тата «Родина» партисем митинга хутшăнасси пирки «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ» партирен  сăмах вĕççĕн ыйтнă», - тесе пĕлтернĕ вăл. КПРФ парти çак кун  Аслă октябрьти революцине 99 çул çитнине халалласа мероприятисем ирттерме палăртса хунине каланă Юрий Васильев. «Мĕнпур ыйтусене пĕтĕмпех пăхса тухнă. Иккĕленӳсем çук. Право хуралĕнче ĕçлекенсемпе те ыйтусене сӳтсе явнă», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. 

Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин  уявсенче ĕçтешсене обществăра йĕркесĕрлĕх пулассинчен сыхă тăратнине палăртнă. «Плана çирĕплетнĕ. Пилĕкçĕр ĕçчен служба тивĕçне çак кун пурнăçлĕ», - тенĕ Сергей Неяскин.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта нумай çулсем хушши пурăнакансен йышĕ ӳссе пынине ырă хыпара пĕлтернĕ. «Паянхи куна 85 çултан иртнисене 17355 çынна шута илнĕ, вĕсенчен хĕрарăмсем 81 процент йышăнаççĕ.  100 çултан иртнĕ ватăсем 98 çын.  Кăтартусем çакăн пек лайăх пулни – РФ Правительстви тата Чăваш Ен Правительстви тĕрĕс курс тытса пынине çирĕплетет», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 



31 октября 2016
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter