Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă

 Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă. Ял тăрăхĕнче ял хуçалăх таварне кăларакан предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе, Решит Санзяпов хресчен фермер хуçалăхĕнче аш-какай тирпейлесе кăларакан çĕнĕ цехпа паллашнă, ăна вăл кун торжествăлла майпа уçнă. Палăртса хăвармалла, цеха харпăрхăй тупăшĕпе икĕ çул хушшинче пурнăçа кĕртнĕ. Пĕтĕмпе 36 млн тенкĕ тăкакланă. «Тавар пирĕн хамăрăн. Экологи енчен те таса. Паллах, паянхи пурнăç таппинче какай рынокне кĕме çăмăлах мар, анчах та пахалăх енчен пысăк тавара халăх яланах ыйтни куçкĕретех», - тенĕ ертӳçĕ хăйĕн сăмахĕнче. Паянхи куна предприятире пурĕ 13 çын ĕçлет.  Енчен те производство тата та ытларах вăй илсе кайсан, ĕçлекен халăх йышне тата та ӳстерме пулать тесе шантарнă вăл сăмаха малалла тăсса.   Канашлăва пухăннисем умĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕн çыннисем питĕ пуçаруллă пулнине, кулленех çĕнĕрен те çĕнĕ предприятисем уçнине, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленине, ялти пурнăçа пурăнма лайăхлатса пынине каланă. «Шанатăп, ял хуçалăх таварне çынсем кăмăлласах туянасса. Экологи енчен таса пулни те куçкĕретех. Пуласлăхра пирĕн таварсене экспорта куçарма тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Сăмаха май, Михаил Игнатьев çак кунсенче çĕнĕ указ алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ.  Енчен те муниципалитетсенче инвестици хывас ĕç кирлĕ пек шайра кăтартуллă пулса пырсан, вĕсене грант парса тивĕçтерме йышăннă. Район тата хула администрацийĕсен ертӳçисене муниципалитетсене ытларах та ытларах инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пыма чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Çак кун районта пахча-имĕç упрама май паракан çĕнĕ объект уçнă.  Ăна хута яраканĕ хресчен фермер хуçалăхĕн ертӳçи Валерий Кузнецов. Хуçалăхĕн акса çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ 150 гектар йышăнать. Кăçал 10 гектар çĕр лаптăкĕнчен сухан вăрлăхне пухса тирпейлесе кĕртнĕ.  Патăрьел районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф  Селиванов хăйĕн сăмахĕнче, Раççейри мĕнпур сухан вăрлăхĕнчен 30 процентне Патăрьел районĕнчен пухса кĕртнине пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, кăçал районта пурĕ пахча-çимĕç тирпейлесе хумалли 6 объект хута янă.  Хуçалăх ертӳçи Валерий Кузнецов сухан вăрлăхне Амурск, Свердловск, Новосибирск тата Челябинск облаçĕсене кулленех тивĕçтернине пĕлтернĕ. «Пирĕн районта ял хуçалăх енĕпе ĕçлекенсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Шанатпăр, район, республика çак çитĕнӳсемпе лăпланса ларманнине, малашне те çитĕнӳсем тума ăнтăласса ĕненетпĕр», - тенĕ вăл.

 Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – муниципалитета инвестици явăçтарасси. Çавăн пекех канашлу ĕçне пухăннисем, муниципалитетсен пурлăхĕ пирки, çул-йĕр ыйтăвĕсене, тавралăха тирпей–илем кӳртессипе çыхăннă самантсене те тĕплĕн пăхса тухнă. «2016 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр.  Пуласлăх стратегине те пирĕн паянах палăртса хумалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Муниципалитетсенче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне, тăтăшах район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем программăсене пурнăçа кĕртессипе тухăçлă ĕçленине, тата вĕсем питĕ актуаллă пулнине палăртса хăвараççĕ, анчах та пурнăçра пачах та урăхла пулса тухать.  Муниципалитетсем хăйсем çине илнĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçламанни сисĕнет. Ушкăн такăнма тытăнать. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – тухăçлă ĕçлесе, халăхăн пурнăç условине лайăхлатасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Район тата хула администрацийĕсем сахал мар кăçал патшалăх пулăшăвне тивĕçнине пĕлтернĕ, малашне те çитĕнӳсемпе палăрнисене, республика шайĕнче пулăшусем куçарса парассине каланă. «Сирĕн хăвăрăн тĕллевсене туллин пурнăçлассишĕн тăрăшмалла.  Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене çийĕнчех татса парассишĕн ĕçлемелле», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республика шайĕнче çĕрсемпе тата пурлăхсемпе пĕлсе усă курасси кирлĕ пек пурнăçланса пырать.  Сăмаха май, уйрăм муниципалитетсен ертӳçисене пурлăхсемшĕн - çĕршĕн вăхăтра аренда тӳлеменнисене, мĕншĕн ыйтса çырманнине пăшăрханса каланă, парăмсене 400 млн тенкĕлĕх пуçтарса янисене явап тыттарма сĕннĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин докладра муниципалитетсенче инвестици хывас ĕçе епле пурнăçласа пынипе паллаштарнă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăхăн пурнăç условийĕн шайне лайăхлатса пырасси тесе асăннă хăйĕн докладĕнче Иван Моторин. Муниципалитетсен инвестици паспорчĕсене хатĕрлесси пирки асăрхаттарнă. Паянхи куна республикăри Элĕк, Пăрачкав, Вăрмар районĕсенче çак ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçламанни курăнать.   Ячĕшĕн çеç çĕрсемпе ĕçлени,  инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвне чакарса пынине асăннă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ.  Кашни район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсен, хăйсен муниципалитечĕсенче инвестици явăçтарассишĕн çине тăрса ĕçлемелле тесе каланă Иван Моторин.  2014-2015 çулсенче Шупашкар районĕнче, Етĕрнере, Шупашкар хулипе Çĕнĕ Шупашкара инвестици чылай хывнине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах юлса ĕçлекеннисене те палăртса хăварнă. Вĕсем: Улатăр, Куславкка, Шăмăршă районĕсем, Çĕмĕрлепе Улатăр, Канаш хулисем.  Енчен те районсемпе хуласенче ытларах та ытларах инвестици хывсан, республикăн экономика пайĕ ӳссе пырĕ, çынсен пурнăç условийĕ тата та лайăхланĕ тенĕ Иван Моторин.   Чăваш Республикинче тирпейленсе тухакан таварсем экологи енчен таса, вĕсене ытларах хамăрăн лавккасенче сутмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçлесен, çитĕнӳсем тума пулать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, ача сачĕсенчи апат-çимĕç пирки те сăмах пуçарнă, вĕсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине каланă. 

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина докладра инвестици хывас ĕç чакса пынине, кредитсем илме условисем йывăрланнине каланă.   Муниципалитетсенче ытларах та ытларах харпăрхăй муниципалитет пурлăхĕсем пирки Интернетра хыпарсем тухса тăмаллине, паспортсем те  пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмаллине асăннă.

 Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева ытларах пурлăхсен патшалăх кадастр хакĕсем пирки чарăнса тăнă. 2017 çулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа  патшалăх кадастр хаклавне Федераци саккунне пăхăнса йышăнассине пĕлтернĕ.  Патшалăх кадастр хаклавне «Чуваштехинвентаризация» пурнăçлать.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ асăннă предприятире тăрăшакансем чăн-чăн специалистсем пулмаллине, хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламаллине асăрхаттарнă, кулленех саккунри çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсе пымаллине  каланă. Канашлура ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Юлашкинчен ертӳçĕсем  волейбол вылянă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе республикăри муниципалитетсен ертӳçисем хушшинче спорт ăмăртăвĕ иртнĕ.  

 

 



31 октября 2016
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter