Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш тата Шупашкар районĕсенче пулнă, хуçалăхсенчи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă

 Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш тата Шупашкар районĕсенче пулнă, хуçалăхсенчи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Çак кун республика пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле, хуçалăхсен уйĕсенче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Мансур Калмыков çӳренĕ. «Ударник» СПКра регион Ертӳçи çĕр улмин анине тата кукуруза тĕшĕлесе кĕртекен ятарлă техникăсене пăхса çаврăннă, вырма тухăçлăхне, кĕрхи культурăна сăнанă, уйсенчи çĕрсене тишкернĕ.  Хуçалăхăн директор ĕçĕсене пурнăçлакан Иналук Тохтиев кăçал хуçалăх пĕтĕмпе 3189 га çĕр лаптăкне тирпейленине асăннă. Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 15,3 процент чухлĕ пысăкрах. Çĕр улмине пĕтĕмпе 320 га çинче лартса хăварнă. Хальхи вăхăтра пĕтĕм лаптăкран 100 га çинчен тухăçа пухса кĕртнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ хуçалăхсем çĕнĕлле вăй илсе пынине палăртнă.  «Эпир, эсир пурнăçлакан ĕçсене пысăка хаклатпăр.  Пуласлăхра «Ударник» хуçалăхăн республикăри чи ăнăçлă ĕçлекеннисен шутне кĕмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев,   вырăнта хуçалăхра ĕçлекенсемпе курнăçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртекенсем ĕçпе питĕ кăмăллă пулнине пĕлтернĕ.  Апат-çимĕçпе, ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтернине каланă.  Кунне халăхăн уйра ĕçленĕшĕн ĕç укçи 500 тенкĕ кайса ларать. Кирлĕ пулсан, çынсем тырă та илеççĕ.   Республика Пуçлăхĕ халăха малашлăхра ял хуçалăх епле аталанса пырасси пирки кĕскен каласа хăварнă.  Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем çинчен те чарăнса тăнă.  Сăмаха май, хуçалăхсенче çĕр улмине пухса кĕртес ĕçе пысăк витĕм кӳме чĕнсе каланă вырăнти муниципалитетсен ертӳлĕхĕсене. «Кирлĕ пек мĕнпур техникăпа усă курмалла, ĕçлеме пултаракан халăха ытларах явăçтарса, «иккĕмĕш çăкăра» тирпейлĕ пухса кĕртмелле – çакă пирĕн тĕп тивĕç тенĕ вăл.  Палăртнă тăрăх, кăçал сивĕ кунсем хăвăр килесси те куçкĕретех.  Пĕтĕмпе регионта 4 пин га çĕр лаптăкĕ çинчен çĕр улмине пухса кĕртмелли юлнă, енчен те укçа çине куçарас пулсан вăл 650 млн танлашать.

 Шупашкар районĕнче Михаил Игнатьев  «Прогресс» АХО пулнă.  Кунта вара кукуруза вырас ĕç хĕрӳ пырать.  Хуçалăхăн учредителĕ Евгений Шалеева кукуруза вăрлăхне хатĕрлемелли çĕр лаптăкĕ 264 га танлашнине пĕлтернĕ.  70 га выльăх апатне хатĕрлемелли культура йышăнать.  Кукуруза вăрлăхне 20 га çĕр лаптăкĕ çинчен пухса кĕртнĕ. Çĕнĕ технологи вăй илсе пынине кура, паха культурăна акса çитĕнтересси те, пухса кĕртесси те кирлĕ пек шайра пулса пынине асăннă регион Ертӳçи.  «Выльăха вăй илме пулăшакан культура – кукуруза шутланать», - тенĕ сăмаха тăсса.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев хуçалăхсене аталанма ирĕк пулнине, хаксем шайлашуллă тăнине, пуласлăх та пысăк тесе пĕлтернĕ. Йĕпе-сапана пăхмасăрах уйра ĕçлекен хуçалăхсен ертӳçисем тата вĕсен патĕнче тăрăшакансем уйрăм пысăк хисепе чăннипех те тивĕç тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 

 



05 октября 2016
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter