Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Учительсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ педагогӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Лайӑх пӗлӳ – обществӑна ӳсӗмлӗн аталантармалли тӗп май­сенчен пӗри.

Республикӑра паян ҫамрӑк ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл вӑй-хӑватне ҫирӗплетме пӗтӗм майсем пур. Хальхи стандартсене тивӗҫтерекен ҫӗнӗ шкулсем­­­­­­­пе ача сачӗсем хута каяҫҫӗ. Ӗҫ профессийӗсемпе тӗрлӗ енлӗн паллаштаракан центрсем, ҫамрӑксен инновациллӗ пултарулӑх тата ҫамрӑк предпринимательсен пӗлӳлӗх центрӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑт­рах регионта Ача-пӑча технопаркне тума тытӑнмалла.

Ҫакӑнпа пӗрлех, вӗренӗве ҫӗнетес ӗҫ пултаруллӑ, ӑста специалистсемсӗр ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланайманни куҫкӗрет. Вӗрентӳ ӗҫӗнче шӑпах учи­тель, унӑн професси ӑсталӑхӗ, вӑл ачасене юратни тата хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑнни тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ. 

Ку тӗлӗшпе Чӑваш Ене чӑннипех ӑннӑ темелле: республикӑри вӗрентекенсен пӗрлӗхӗ пултаруллӑ, пысӑк ӑсталӑхлӑ ӗҫченсенчен йӗрке­леннӗ. Вӗсен тӑрӑшулӑхне пула пирӗн яш-кӗрӗм лайӑх пӗлӳ тата ти­вӗҫ­лӗ вос­питани илсе ӳсет, пире хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарать – Пӗ­тӗм Раҫ­ҫейри олимпиадӑсенче, пултарулӑх тата ӑс-хакӑл конкурсӗ­сенче ҫӗн­те­рет, ҫӗршыври чи лайӑх аслӑ шкулсене вӗренме кӗрет.

Республикӑра пултаруллӑ вӗрентекенсене хавхалантармалли тата пулӑшу памалли майсем йӗркеленеҫҫӗ. Кӑҫал эпир Пӗтӗм Раҫҫейри шкул ачисен предмет олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене хатӗрленӗ педагогсем валли укҫан премисем туса хурасси ҫинчен йышӑну ҫирӗплетрӗмӗр. Питӗ лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнине ӗнентерекен дипломлӑ ҫам­рӑк специалистсене ӗҫ укҫи ҫумне хушса тӳлекен коэффициента 75 процент таран ӳстернӗ.

Республикӑри вӗрентекенсене ырми-канми ӗҫшӗн, пысӑк шайри пӗ­лӳшӗн, хӑйсен вӗренекенӗсене парнелекен ырӑ кӑмӑллӑхпа чун ӑш­ши­­шӗн чӗ­ре­рен тав тӑватӑп. Професси анинче ӑнӑҫусем, пуҫаруллӑ шу­хӑш­се­не пурнӑҫа кӗртме, ҫирӗп сывлӑх тата ырлӑх сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              М.Игнатьев



05 октября 2016
07:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter