Çумăра кайнă çанталăкăн кашни уяр сехечĕпе туллин усă курса «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессишĕн тăрăшать хресчен

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен пушанса пыракан уй-хирĕсенче паян çĕр улми пуссисенче çеç ĕç чарăнман-ха. Çумăра кайнă çанталăкăн кашни уяр сехечĕпе туллин усă курса «иккĕмĕш çăкăра» пухса илессишĕн тăрăшать хресчен. Ăна пурнăçа кĕртме пур ĕç вăйĕсене те явăçтарать вăл. Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлессипе епле ĕçленипе паллашма иртнĕ юнкун, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, пирĕн районта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулчĕ. Вăл Муркаш ен ĕçченĕсем йĕпе-сапаллă кĕр кунĕсенче уй-хир ĕçĕсене вĕçлессипе епле тăрăшнипе вырăна тухса паллашрĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве тухнăскере «Ударник» ял хуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнче район пуçлăхĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, «Ударник» хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ Иналук Тохтиев т. ыт. те кĕтсе илчĕç.

Хăнасем малтанах кĕрхи тулă ешерекен хирте пулчĕç. «Тикĕс хирти илемлĕ калча кунти хресчен малашлăхпа пурăнни пирки пĕлтерет. Хирти тирпейлĕх çĕре технологие пăхăнса хатĕрлени, вăхăтра акса хăварни, паха вăрлăхпа усă курни çинчен калать. Малашне те ĕç технологине пăхăнса пырсан ку хиртен çитес çул пысăк тухăç илесси паянах вăрттăнлăх мар ĕнтĕ», - хуçалăхри кĕр аки ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

- Малашлăха пăхса ĕçлекеншĕн йĕпе-сапаллă кунсем лартнă тĕллевсене çĕнме чăрмав пулса тăмаççĕ. Çакна тата уншăн тăрăшнине эпир паян хамăр куçпа куратпăр. Харпăр хăй вăйĕсене туллин мобилизацилекенсем тата патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă куракансем çут çанталăк кăларса тăратакан йывăрлăхсене те вăхăтра çĕнсе пыраççĕ, - терĕ «Ударник» хуçалăхăн çĕр улми пуссисене çитсен унта пыракан хĕрÿ ĕçпе паллаштарса ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ М. Калмыков.

Ĕç кăтартăвĕсем тенĕрен. Ĕнерхи куна районти тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем «иккĕмĕш çăкăра» 321 гектар çинчен (51 процент) пуçтарса кĕртнĕ. Çĕр улмин ытларах лаптăкĕ «Ударник» кооперативра пулнăран тĕл пулура çывăх кунсенче районти пысăк вăйсене çак ĕçе явăçтарасси пирки сăмах пулчĕ.

Çанталăк условийĕсем ĕçсене ура хунипе «иккĕмĕш çăкăр» кăларса пуçтарса кĕртесси юпа уйăхне кĕрсе кайрĕ. Кунпа пĕрлех пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче кукуруза вырма алă çитмен лаптăксем те пур-ха. Эпир çитнĕ чух Йÿçкассисем 44 гектар çинчи кукурузăна тырăлăх вырса илнĕччĕ. Александр Левашовăн «хир карапĕ» кукуруза пуссинче йĕпе-сапапа кĕрешсех малалла утать. Виталий Башкиров та ЗиЛ-554 автомашинăпа вырса илнĕ кукурузăна типĕтме çийĕнчех турттарсах тăрать. Хуçалăхра кукуруза 270 гектар йышăнать. Йÿçкассисем 170 гектарне тырăлăх çапса илес ĕмĕтлĕ. Ыттине - силоса.

...Çу ăшшине çухатман хĕвеллĕ уяр кунăн кашни сехечĕпе «Ударник» хуçалăхра паян туллин усă курма тăрăшаççĕ. Матьăк уйĕнчи çĕр улми пуссинче те, кукуруза анинче те ĕç вĕресе кăна тăрать. Анчах ĕç вăйĕ çителĕксĕр. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннине шута илсе район администрацийĕ Муркаш енре пурăнакансене «Ударник» хуçалăха çĕр улми кăларса пуçтарса кĕртме пулăшма тухма ыйтать. Хуçалăх ертÿçисем пĕр кун ĕçленĕшĕн 500 тенкĕ укçан тÿлеме шантарни пуш сăмах пулмасса эпир те ĕненетпĕр.

Хирти вăл пÿлмери мар. Çавăнпа та çу каçа туса илнĕ пурлăха пĕрле-пĕрле пулса пуçтарса илсе управа хурасчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.



Муркаш райнĕн хаçачĕ
05 октября 2016
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter