Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари Б.Хмельницкий урамĕнче вырнаçнă 8№-лĕ стоматологи поликлиникине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă

 


Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари Б.Хмельницкий урамĕнче вырнаçнă  8№-лĕ стоматологи поликлиникине торжествăлла майпа уçнă çĕре хутшăннă. Микрорайонта пурăнакансене çак хаваслă пулăм ячĕпе саламланă май, сиплев учрежденийĕ çынсен сывлăхне упрама, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парассине каланă.  «Эпир, хамăр çине илнĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатпăр.  Халăх пахалăхлă медицина пулăшăвне илтĕр тесе тăрăшатпăр, кирлĕ пек условисем йĕркелесе паратпăр», -  тенĕ вăл.  «Садовый» микрорайонта сывлăх учрежденийĕсене комплекслă хута яни пирки каласа кăтартнă республика Пуçлăхĕ. Çитес çулта хула варринче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан поликлиника уçма тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Чи пысăк çитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă республика Пуçлăхĕ. Калăпăр, республикăра нумай çул пурăнакансен йышĕ ӳссе пыни - пурне те савăнтарать.  Сывă çынсем йышлă. «Халăх эпир ĕçленине курса ĕненет. Хамăр шантарнă ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пыратпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Мероприятине пухăннисене савăк кăмăл, илемлĕ йăл-кулă, ăнăçусем суннă.  Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче, асăннă сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ватти-вĕтти пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курма пултарнине каланă. Чăваш Енри медицина Ассоциацийĕн ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, çакăн пек объектсем хута яма витĕм кӳнĕшĕн, медицина пĕрлешĕвĕн пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртсе пыма пулăшнăшăн тав тунă. Паян паллă пулăма пуçтарăннисене, РФ Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов ăшшăн саламланă.    Хыççăн, хăнасем объектри ятарлă пӳлĕмсене пăхса çаврăннă, медицина хатĕрĕсене тишкернĕ.   Тĕп врач Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче,  çынсене çак палăртнă учрежденире пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерме май пуррине пĕлтернĕ.       

 

 



06 октября 2016
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter