Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ГТРК «Чувашия» юбилейне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă

  Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ГТРК «Чувашия» юбилейне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă.  ГТРКсен департаменчĕн регионсен ертӳçин çумĕ Андрей Никитин телерадиокомпанийĕн ушкăнне уяв ячĕпе саламланă.  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Инатьева телерадиокомпанине аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. Малашне те ГТРК «Чувашия» аталанса пытăр тесе çине тăрса ĕçлессине шантарса хăварнă сумлă хăна. Яланхиллех хисепе тивĕçнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Вĕсем: Александр Назаров,   Лидия Белокудренко – Галактионова, Надежда Кузнецова,  Юрий Кузьмин, Сергей Марамзин, Эльвира Тимофеева, Вячеслав Хомич.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  палăртнă организацийĕнче ĕçлесе тава тивĕçлĕ канăва тухнисене, уйрăммăн асăнса тав сăмахĕсем каланă. Кунта тăрăшакансем Раççей, Чăваш Енре пулса иртекен пулăмсем пирки вăхăтра тата тĕрĕс хыпарсем халăх патне илсе çитернине палăртнă.    Сăмаха май, кăçал Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине асăннă. Çитĕнекен ăрăва пархатарлă ĕçсем тума вĕренсе пыракансене ырласа хăварнă. «Паянхи пурнăç пирĕн ума çĕнĕ тĕллевсем лартать. Информаци тытăмĕ вăй илсе пырать, çĕнĕлле аталанать. Эсир хăвăрăн ĕçе пысăк технологисене тĕпе хурса пурнăçласа пыратăр, халăх сĕнĕвĕсене те шута илни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев уява пухăннисене саламланă май.  Регионта лару-тăру пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине каланă республика Пуçлăхĕ. Хулари тракторсем кăларакан заводра çăмăлах мар лару-тăру тăрать пулин те, пĕтĕмĕшле регионта  промышленноç производствин калăпăшĕ ӳссех пырать. Вăл кăçалхи сакăр уйăх хушшинче 112 процентпа танлашнă.  Республикăри промышленноç предприятийĕсем тăтăшах патшалăх заказĕсене илни те çакнах çирĕплетсе парать.  Халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Ку вара чи пахи.   Наци рейтингĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейри 85 субъект хушшинче Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе 6-мĕш хисеплĕ вырăнта тăни пурне те хавхалантарать. Финанспа пĕлсе усă курнипе те малтисен вырăнĕнче тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Эпир хамăр çине илнĕ пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа пыратпăр. Кăтарту та çук мар – республикăра нумай ачаллă çемьесен шучĕ ӳссе пырать, ытти чухнехинчен 33 процент пысăкрах, регионта 100 çултан иртсе кайнă çынсем пурĕ 94 ватă.  Михаил Игнатьев компанине тĕрлĕ шайри влаç органĕсенче тăрăшакансемпе тачă çыхăну тытса тухăçлă ĕçлесе пынăшăн тав сăмахĕсем каланă, ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене Хисеп хучĕсем парса чысланă. Вĕсем: Маргарита Кабетова, Александр Осипов, Владимир Тимофеев, Альберт Филимонов.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççейри  патшалăхăн телекурав тата радио хыпарлав компанийĕ федераци патшалăх унитарлă предприятийĕн «Чăваш Ен» патшалăхăн телекурав тата радио хыпарлав компанийĕ» филиалĕн ĕçченĕсене малашне те çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ, ырлăх-сывлăх, телей суннă.  

 



06 октября 2016
09:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter