Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ростелеком» АУО «Волга» макрорегионсен филиалĕн директорĕпе – вице-президенчĕпе Дмитрий Проскурапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Юпа уйăхĕн  6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ростелеком»  ПАО «Волга» макрорегионсен филиалĕн директорĕпе – вице-президенчĕпе Дмитрий Проскурапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ертӳçĕсем Чăваш наци телерадио компанийĕн сечĕсене анлăрах сарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  «Эпир пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленине пысăка хаклатпăр», - тенĕ Дмитрий Проскура. 2016 çулта «Ростелеком» Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 100 çухрăм «оптика» сарнине асăннă. Финанс тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар пулин те, Чăваш Енре аякра вырнаçнă пĕчĕк ялсем патне те оптика коммуникацине илсе çитернине палăртнă. «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики пĕртен-пĕр регион, ăçта объектсене хута яма çĕр ыйтăвĕсене вăхăтра татса панă», - тенĕ «Ростелеком» ПАО «Волга» макрорегионсен филиалĕн директорĕ.  Çыхăнăва анлăрах сарас ĕçре витĕм кӳрессипе малашне те Чăваш Республикин Правительстви хатĕр пулнине палăртнă Михаил Игнатьев, сăмаха май, ялсенче пурăнакансем валли çĕнĕрен те çĕнĕ условисем йĕркеленсе пынине асăннă. Ял хуçалăхне аталантарма та пысăк инвестици хывнине, пĕр сăмахпа каласан, ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине пĕлтернĕ. Çамрăксем ытларах яла ĕçлеме юлччĕр тесессĕн, вĕсем валли пысăк хăвăртлăхлă Интернет кирлĕ, çак ыйту та кун йĕркинчех пулнине палăртнă ертӳçĕсем.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнчипе паллă пысăк банксем – ВТБ 24, Газпромбанк Шупашкар хулине суйланине, условисем лайăх пулнине кура,  вĕсем хăйсен сервис центрĕсене пирĕн тăрăхра хута янине пĕлтернĕ. Çак объектсем хута кайсан, тӳрех халăх валли пысăк технологиллĕ 2 пин ĕç вырăнĕ хатĕрленнĕ. Тата палăртса хăвармалла, вĕсен шалу укçин виçи те пысăк. Ку хутĕнче ертӳçĕсем ытти ыйтусене те тимлĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



06 октября 2016
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter