Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, халăх артисчĕ Айдар Хисамутдинова халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, халăх артисчĕ Айдар Хисамутдинова халалласа ирттернĕ савăнăçлă уяв каçне хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев пулнă. Концерт вĕçленнĕ хыççăн, культурăра çитĕнӳсемпе палăрнăшăн Михаил Игнатьев Айдар Хисамутдинова медаль орденпа чысланă.   Сумлă ентеше саламланă май, республика Пуçлăхĕ пирĕн тĕп пуянлăх çынсем пулнине асăннă. Вĕсем пысăк кăмăл-сипет туйăмĕпе пурне те хавхалантарнине, культурăна тарăнрах, пуянрах пулма пулăшнине каланă.  «Мана çак пысăк сцена çинче тăма çав тери кăмăллă та хисеплĕ те.  Чăваш халăхĕ, чăваш çĕрĕ маншăн тăванран та тăван пулса тăчĕ.  Чи малтанах эпĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева,  культурăна аталантарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватăп.  Пирĕн театрта тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пыма çителĕклĕ условисем пур.  Чи пахи вара – халăх валли эпир хамăрăн пултарулăха кăтартса пама пултарни, пирĕнпе çынсем кăмăллă юлни», - тенĕ Айдар Хисамутдинов.  Палăртса хăваратпăр, Айдар Хисамутдинов Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Балетра хăйĕн пултаруллăхĕпе палăрнă чи пысăк артист тесен те йăнăш мар. Унăн репертуарĕнче: Зигфрид, Ротбарт («Лебединое озеро»), Граф Альберт («Жизель»), Эспада («Дон Кихот»), Дезире, Фея Карабос («Спящая красавица»), Иван («Конек-Горбунок»), Эбин («Любовь под вязами»), Меркуцио («Ромео и Джульетта»), Принц («Щелкунчик», «Золушка»), Божок, Солор («Баядерка»), Альфред («Дама с камелиями»), Чебаков («Женитьба Бальзаминова»), Шахрияр («Тысяча и одна ночь»), Пан («Вальпургиева ночь»), Призрак («Любовь-волшебница») тата ыттисем те.   Пурте пĕлекен ташă ăсти халăха «Ты слышишь... Я больна», «Абсент», «И песнь моя несется в пустую ночь, где больше нет тебя», «Иные. Право на любовь», «Сердце матери» миниатюрăсемпе савăнтарать. Тĕплĕнрех



07 октября 2016
09:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter