Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Спорт министерствин анлă ларăвне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Спорт министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Мероприяти «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ.

 Спорта аталантарассипе йышăннă патшалăх программи Чăваш Республикинче епле пурнăçланни пирки, республикăри спорт министрĕ Сергей Шелтуков каласа кăтартнă. Спорт тытăмне аталантарас ĕçре сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси, пурлăхпа техника базине пуянлатасси тĕп ыйтусем пулса тăнине каланă министр. РФ 2006-2015 çулсенче спорта аталантарассипе пăхса хăварнă ĕçе активлă хутшăнни те стратегиллĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă министр. 2008-2015 çулсенче Раççейре футбола аталантарас программа, «ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ»  пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн социаллă проекчĕ, спорт комплексĕсене хута ярасси те çав тери ăнăçлă пурнăçланса пынине каланă вăл.   Чăваш Республикинче çак программăсене пурнăçа кĕртсе пынине кура, пĕтĕмпе регионта 60 ытла спорт объекчĕ çĕкленсе ларнă.  Вĕсен строительство ĕçне пурĕ 6 млрд тенкĕ тăкакланă. Республикăра  пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыни куçкĕретех, çынсем ытларах спорта туртăнаççĕ. Кăтарту та аван – РФ субъекчĕсемпе танлаштарсан, пирĕн республикăра куллен спорта çӳрекенсен йышĕ 39,2 процентпа танлашать.  Патшалăх программисене пурнăçланă май, халăх хăй ĕçлекен вырăнта спорта çӳрени савăнтарать. Енчен те маларах кăтарту 8 процент çеç пулнă пулсан, халĕ вăл 17,8 процента çитнĕ. Тепĕр пысăк ĕç пирки те чарăнса тăмалла. Çĕршывра ГТОна тепĕр хут вăй илтерсе яни. Республикăра ГТО хутшăнса, хăйсен сывлăхне çирĕплетме 86 пин çын регистрациленнĕ.  Ку енĕпе те пысăк çитĕнӳ пур, Раççейре субъектсем хушшинче Чăваш Республики чи малта пыракан вунă региона кĕнĕ. ФСК кулленех спорта çӳрекенсен йышĕ ӳснĕ. Сăмаха май, республикăри спорт шкулĕсенче штатра тăракан тренерсен шучĕ сахалланнине асăннă министр. Спорт резервне хатĕрлеме çакă чăрмав кӳнине каланă. Уйрăмах Улатăрта, Элĕкре, Вăрнарта, Красноармейскийĕнче, Сĕнтĕрвăрринче, Пăрачкавра, Тăвайра çак ыйту çине тимлĕн пăхма чĕнсе каланă.  Спорт министрĕ ятарлă тĕллевсем пирки те чарăнса тăнă. Республикăра ирттерекен спорт мероприятийĕсене çӳллĕ шайра ирттерессине, ГТО нормисене тултаракансен йышне 30 процента çити хăпартассине, тренерсен шутне ӳстерессине уйрăмăн палăртса хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Правительство ертӳлĕхĕн витĕмлĕхĕпе Чăваш Республикинче спорт енĕпе ĕçсем пĕтĕмпех тухăçлă пурнăçланса пырассине асăннă министр.

Регионта базăллă спорт тĕсĕсемпе çитĕнӳсем тăвассишĕн ытларах ĕçлеме каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сергей Шелтуков сĕнӳпе килĕшнĕ, чăннипех те регионта ухăпа тĕл перессипе кăтартусем самай чакнине пăшăрханса каланă.  Маларах, регион спортăн çак тĕсĕпе, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă, малашне çак ыйту çине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Çитес çулсенче спорт пайне финанс енчен пулăшăва чакарса пырасси пачах та пулманнине пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ.  Пурпĕрех тăкаксен пайне çирĕп тĕрĕслемеллине, аппаратра ĕçлекенсен йышне кăштах та пулин чакармаллине палăртнă. Ку, паллах, тренерсен йышĕпе пачах та çыхăнманнине каланă.  Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть, РФ Правительствин вице-премьерĕпе Виталий Муткопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине аса илнĕ. Спорта аталантарассипе йышăннă пысăк ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнине пĕлтернĕ. Спорт резервĕ пысăк пулнине кура, РФ пĕрлештернĕ ушкăнĕсенче спортăн тĕрлĕ енĕпе пирĕн Чăваш Ен спортсменĕсем пулнине хавхаланса каланă.  РФ официаллă списокĕнче пурĕ 154 спортсмен Чăваш Енрен. Кăçал 9 уйăх хушшинче 100 ытла пирĕн спортсменсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса 75 медаль çĕнсе илнĕ.  Малашне те çитĕнӳсем тăвассишĕн çине тăрса ĕçлемеллине каланă республика Ертӳçи. Асăннă министерствăна муниципалитетсемпе, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе, Вĕренӳ министерствипе тачă çыхăнса ĕçлеме каланă Михаил Игнатьев. Паянхи спорт объекчĕсем кулленех модернизациленсе пымаллине, ялтисен хуларисенчен пачах та уйрăлса тăма юраманнине пĕлтернĕ. Юлашки виçĕ çул хушшинче республикăри ялсенче вырнаçнă 100 спортзалне юсанă.  Çитес виçĕ çул хушшинче тата та 111 спортзал тĕпрен юсама палăртса хунă. 

 Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Юрий Исаев спорт комплексĕсенче ачасемпе çамрăксем кулленех хăйсен ăсталăхне туптани пирки, сывă пурнăç йĕркине тытса пынине каланă. Шкулсенче ачасем хăйсен сывлăхне çирĕплетме хаваспах çӳренине пĕлтернĕ.  Шкулта учительсем тĕрлĕ программăсем кĕртсе пынине, ачасем кăмăлпах вĕсене йышăннине каланă. Çулсерен шкул ачисемпе республикăра 100 ытла мероприяти ирттереççĕ. Вĕсенче 80 пин ача хутшăнать. Çулсерен шкулсенче футбол командисем йĕркеленеççĕ. Вăтамран 10 пин ача спортăн çак тĕсне кăмăл тăвать.  Ачасен туризмĕ вăй илсе пырать, волейбол вылякансем хушшинче 20 пин  шкул ачи ăмăртусенче хутшăнать.  Уроксем вăхăтĕнче 214 шкулта ачасем бассейна çӳреççĕ. Ăна пула, шăпах та ачасенчен 65 проценчĕ шывра хаваспах ишме вĕреннĕ. Физкультура урокĕсен шутне ӳстерни мĕнле усă пани пирки ыйтса пĕлнĕ министртан Михаил Игнатьев. Пĕтĕмлетӳсем пирки  çитес кунсенче республика Пуçлăхне пĕлтерессине каланă министр. Канашлăва пухăннисем физкультура учителĕсен пĕлĕвне ӳстересси пирки сăмах пуçарнă. Çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртсе пыма сĕннĕ.

СССР тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ, РФ, Чăваш Республикин спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Михаил Кузнецов спортри пысăк çитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, ăна аталантарма тĕрлĕ сĕнӳсем панă.  Тĕнче шайĕнчи пысăк спортра ытларах ялтан тухнă ачасем палăрнине, тен çавăнпа та вĕсем çине тимлĕх уйăрма каланă вăл. Ачасене спорта илсе çӳретме транспорт яланах пулмаллине, нимĕнле чăрмавсемсĕрех мероприятине илсе çитерме условисем пулмаллине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ачасемпе çыхăннă мероприятисенче яланах хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.  Хăш-пĕр районсемпе хуласенчи йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те сӳтсе явнă. Етĕрнере, Вăрнарта, Канашра тата Канаш районĕнче кăлтăксем пулнине асăннă.  Михаил Игнатьев спорт объекчĕсенче строительство ĕçĕсем юлса пынине палăртнă. Енчен те строительство организацийĕсем хăйсене шанса панă ĕçе туллин пурнăçламасан, вĕсене объектсенчен хăтармаллине, çĕнĕ подрядчиксене конкурс витĕр суйласа илсе ĕçлеттерме пуçламаллине каланă  вăл.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова шкулсенчи сывлăха сыхлассипе йышăннă плансем пирки каласа хăварнă. Планпа килĕшӳллĕн, пурĕ 2015 çулта 2508 спорт енĕпе ăмăртусем иртнĕ. Министр спорта çӳрекенсен сывлăхне çирĕп тĕрĕслев витĕр кăлармаллине асăннă. Шкулсенче медицина пӳлĕмĕсем çителĕклĕ таран хатĕрĕсемпе пуянланмаллине палăртнă.  Пысăк спорт ăмăртăвĕсенче медицина ĕçченĕсене явăçтарма Спорт министерствине ятарлă ĕç планне пăхса хăварма сĕннĕ Алла Самойлова.

Ларăва хутшăннисене уçă калаçушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă.  Кăлтăксене çийĕнчех пĕтерсе пыма каланă. «Енчен те специалистсем хăйсен пĕлĕвне ӳстерсе пырассишĕн тăрăшмаççĕ пулсан, вĕсене çак палăртнă тытăмра ĕçлеттерни усă пулмĕ», -  тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин спорта аталантарасси – патшалăхăн приоритечĕ тесе палăртнă.  Спорт комплексĕсемпе тухăçлă усă курмаллине,  республикăра пурăнакансене ытларах спорта явăçтармаллине каланă. Ачасем хушшинче йĕрке пăснă тĕслĕхсем сахаланччĕр тесе, вĕсене спорта çӳреттермелле.  Пурсăмăр та тухăçлă ĕçлесе пынине кура, республикăра социаллă пурнăç ырă енне улшăнса пынине палăртнă Михаил Игнатьев.  Паянхи куна Чăваш Енре 85 çултан иртнĕ 17 355 çынна шута илнĕ. 100 çултан иртнĕ ватăсем вара 98 çын. Кăтарту питĕ лайăх. Хисепе тивĕçнисене çак кун ларура патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Тĕплĕнрех

 

 



01 ноября 2016
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter