Чăваш Республикин строительство министрĕ пулма Владимир Михайлова шаннă

 


Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «РегинИнвест» ТМЯО, «МВМ Групп» ТМЯО, «Халăх фрончĕ «Раççейшĕн» Пĕтĕм тĕнчери общество юхăмĕн  Чăваш Енри регионти уйрăмĕн учредителĕ Владимир Михайловпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче «МВМ Групп» ТМЯО Чăваш Енре тата республика тулашĕнче  шăтăксем пăралас енĕпе ĕçленине пĕлтернĕ.   Коммуникаци ĕçне пурнăçланă чухне пысăк технологисене тĕпе хурса пынине палăртнă. Паянхи пурнăç таппинче çак ĕçе малалла та йĕркелесе пыма предприяти тĕллев лартнине пĕлтернĕ. Ку организацире ĕçлекенсен шалу укçин виçи пысăк пулнине, специалистсен пĕлĕвне ӳстерес пырас ыйтăва кулленех çирĕп тĕрĕслевре тытнине, çынсем кăмăлпах ĕçе çӳренине каланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Владимир Михайлова тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. «Палăртма аван, çамрăк предпринимательсем хăйсен бизнесне вăй илтерсе пыраççĕ. Чăваш Ен  экономикине аталантарассишĕн тăрăшаççĕ, инвестици хываççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  32 çулхи ертӳçĕ Владимир Михайлов, хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать, пысăк специалист тесен те йăнăш мар.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн должноçне  çамрăк ертӳçĕне сĕннĕ. Владимир Михайлов хăйне çакăн пек пысăк ĕçе шаннăшăн тав тунă, РФ, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕçлеме хатĕр пулнине каланă. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ пулма Владимир Михайлова уйăрса лартни çинчен Указа алă пуснă, малашне ăна тухăçлă ĕçлеме чĕнсе каланă. «Çамрăксене эпир яланах шаннă, малашне те ĕненĕпĕр!», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Строительство пайĕнчи уйрăм самантсем пирки чарăнса тăнă, кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăштах чакнине пĕлтернĕ. Малашне те патшалăх программисене пурнăçа кĕртсе пырассипе федераци центрĕнчен инвестици явăçтарассипе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă республика Пуçлăхĕ. Çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерме, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене те çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Кулленхи ĕçре тĕрлĕ экспертсемпе, обществăри активлă представительсемпе те тачă çыхăнса пымаллине асăннă.   Тĕплĕрех



01 ноября 2016
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter