Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Комире пулнă

 


 Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коми Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Регион Пуçлăхĕ республикăра пысăк пуласлăхлă предприятисен ĕçĕсемпе паллашнă, субъектăн Пуçлăхĕпе Сергей Гапликовпа тĕл пулнă, икĕ регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки сӳтсе явнă.  Раççей шайĕнче чи пысăк предприятисенчен пĕри «Комитекс» АУО. Михаил Игнатьев предприятире таварсен пахалăхне пăхса çаврăннă. Çак асăннă организаци хăйĕн таварĕпе кулленех Раççейри предприятисене: «Газпром», «НК «Роснефть», «Лукойл», «Российские железные дороги», «АвтоВАЗ», АУОсене тата  «Таркетт» АХО  тивĕçтерет.  Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăри тепĕр пысăк «Монди Сыктывкарский ЛПК» предприятийĕн ĕçĕпе те кăсăкланнă.  Организаци офиссенче усă курăнакан «Снегурочка» таса шурă хут тирпейлесе кăларассипе ĕçлет. Вĕсен EU Ecolabel сертификат та пур.  Тĕлпулу самантĕнче икĕ республикăн ертӳçисем регионсен пуласлăхри çыхăнусене тата вĕсене аталантарассипе палăртнă çул-йĕрсене пăхса тухнă. Çак кун Коми Республикипе Чăваш Республики çинчен паллаштаракан ятарлă презентаци те хатĕрлесе тăратнă.  Чăваш Ен ертӳлĕхне, бизнес-пĕрлешĕве республикăна аталантарассишĕн витĕм кӳнĕшĕн ырланă. «Малалла мĕнле аталанса пырассине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, плансене пурнăçа кĕртесси пирки те ĕçлетпĕр», - тенĕ вăл. Калаçу паллах, культурăна, туризма, промышленноçа аталантарасси çинчен кăна пымасть. «Чăваш Республикинче пысăк технологиллĕ медицинăна аталантарассишĕн сахал мар ĕç пурнăçланă.   Çак ырлăхсемпе усă курма тăрăшмалла», - тенĕ Сергей Гапликов.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Коми Республикин Пуçлăхне Сергей Гапликова тата унăн командине çакăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «Бизнеса аталантарассишĕн регионсен ертӳçисем тăрăшни питĕ усăллă, пĕлтерĕшлĕ. Суту-илӳре, экономикăра пĕрле аталанатпăр. Культурăра та, спортра та çыхăнусем  вăй илсе пыраççĕ. Çулсерен Коми Республикинчен пултарулăх ушкăнĕсем Республика кунне уявлама килсе çитеççĕ. Илемлĕ юрă-кĕвĕ тĕнчи халăх кăмăлне çĕклесе ярать.  Икĕ регион хушшинче электротехника, хими промышленноçĕ те аталанса пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Мероприятисем вĕçленнĕ хыççăн, Коми Республикин Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев паянхи Раççей патшалăх политикин приоритечĕ – регионсем хушшинчи çыхăнăва тытса пырса, анлăрах сарасси пулнине пĕлтернĕ.  «Эпир çыхăнусене пысăка хурса хаклатпăр. Экономикăра, социаллă сферăра пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса пыратпăр», - тенĕ вăл.

  Сергей Гапликов хăйĕн сăмахĕнче малалла ăнтăлас текен шухăш, пуçаруллă çынсене çĕнĕлле аталанса пыма витĕм кӳрсе пынине асăннă. «Икĕ республикăн пĕрпеклĕхсем, çыхăнусем те сахал мар. Вĕсем, шăпах та пурнăçа лайăхлатма пулăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Раççейри хуласем хушшинче - Шупашкар чи илемлĕ те, тирпейлĕ хула ята тивĕçнĕ.  Çавăнпа та сирĕн паха опыт пирĕн хуласемпе районсемшĕн питĕ кăсăклă», - тенĕ Сергей Гапликов.  Сăмаха май, Чăваш Енре пысăк технологиллĕ медицина аталанни те уйрăм хисепе тивĕçнине каланă. «Электротехника, транспорт, газ тытăмне аталантарас ĕçсем пирĕншĕн питĕ усăллă. Эпир кӳршĕллĕ регионсенчен паха опыта тĕпе хурса ĕçлеме вĕренсе пырасшăн», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Енрен кайнă делегацире: çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов, предприятисен ертӳçисем. Вĕсем Коми Республикинче чӳк уйăхĕн 1-3 кунĕсенче ĕçлĕ визитпа пулĕç, Коми Республикин Экономика министерствин представителĕсемпе «çавра сĕтел» калаçусем ирттерĕç, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явĕç.    Тĕплĕнрех

 



01 ноября 2016
11:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter