Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Шалти ӗҫсен органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак савӑнӑҫлӑ кун эпир хастар та хӑюллӑ, служба тивӗҫне чунтан па­рӑннӑ, пысӑк яваплӑхлӑ тата хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен полици ӗҫче­нӗсене чыс­латпӑр, вӗсем патшалӑх интересӗсемпе республикӑра пурӑ­накан ҫынсен прависене хӳтӗ­лес сферӑра хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыс­лӑн та йӗркеллӗн пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе  пра­во сых­лавӗн тытӑмӗсем пӗр-пӗринпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ. 

Социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парас, об­ществӑри йӗркелӗхе тивӗҫтерес тӗллевпе тӑвакан пӗрлехи ӗҫ регионти общество-политика тӑнӑҫлӑхне тата нацисем хушшинчи килӗ­шӳлӗхе шан­чӑклӑн уп­рама, криминаллӑ лару-тӑрӑва асӑрхаса тӑма, преступлени тӑ­вас­сипе шеллевсӗр кӗрешме май парать.

Тӑван Чӑваш Енре лӑпкӑлӑхпа тӑнӑҫлӑха сыхласа упрас, саккун­лӑхпа право йӗркине ҫирӗппӗн тытса пырас тӗ­лӗш­­пе тӑвакан ӗҫӗршӗн сире ҫак уяв кунӗнче чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Паян эпир шалти ӗҫсен органӗсене халӑх шанасси ӳссе пырать тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр. Ҫакӑ сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗн пы­сӑк хаклавӗ!

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене пӗтӗм чунтан ҫи­рӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, тӑнӑҫлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                             М.Игнатьев

 

 



10 ноября 2016
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter