Правительство çуртĕнче «Раççейри çамрăк предприниматель - 2016» регион шайĕнче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисемпе «çавра сĕтел» калаçăва пухăннă

 


Чăваш Республикинче предпринимательсен пĕрлешĕвĕнче  наставниксен институчĕ пурнăçа кĕрĕ. Шăпах та, çакăн пирки калаçу пулнă чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Правительство çуртĕнче «Раççейри çамрăк предприниматель - 2016» регион шайĕнче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисемпе «çавра сĕтел» калаçăва пухăннă чухне.

 Республикăра ĕç климатне лайăхлатса пырассипе сахал мар условисем йĕркеленĕ.  Çĕнĕрен те çĕнĕ инвестици хывăнать, бизнес вăй илсе пырать, конкуренци аталанать. Вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç те кирлĕ пек шайра пурнăçланать. Çулсерен пысăк предприятисемпе организацисем вăй илеççĕ, бизнес çӳлелле çĕкленет. «Патшалăх çамрăк предпринимательсем, хăйсем çине нимĕн хăрамасăрах пысăк яваплăх илччĕр тесе, предприятисемпе организацисем уçса, çынсене валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеччĕр тесе тăрăшать.  Шансах тăратпăр, сирĕнтен нумайăшĕ пысăк предприниматель пулса тăрасса», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче республикăн, çĕршывăн экономикине малалла аталантараканĕ – предпринимательлĕх пулнине асăннă.  «Эсир пирĕн республикăн пуласлăхĕ, локомотивĕ, экономикăна малалла аталантарма пулăшаканĕсем», - тенĕ вăл. Тĕплĕ калаçăва пухăннă çамрăксем хăйсен ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă.

Чăваш Енри предпринимательсен юхăмне тытса пыракан Клуб ертӳçи Алексей Ефимов, Шупашкарта «Делоград» ачасене тĕрлĕ профессисемпе паллаштаракан сфера ăнăçлă ĕçленине каланă.  «Пирĕн тĕллев - халăха паха пулăшусемпе тивĕçтересси. Хула-миллионниксенче ытларах бизнеса вăй илтересси», - тенĕ яш ача.

 Пайăр предприниматель Михаил Мокеев темиçе çул хушши косметика сутассипе ĕçлет.  Пуласлăхра Шупашкарта производство та уçма тĕллев лартать. Хальхи вăхăтра вăл Италин паха опычĕпе паллашса пырать. «Чăваш Енре бизнеса аталантарма питĕ меллĕ», - тенĕ вăл. Çамрăк предприниматель наставник ыйту пирки сăмах пуçарнă.  «Чăннипех те, пирĕншĕн çакă çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă хăй шухăшне регион Ертӳçине. Республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсенче наставниксен институчĕ вăй илсе пынине палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Кун пек йĕрке муниципалитетсенче те пурнăçланассине асăннă. Чăваш Республикинче предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйне Владимир Иванова тата республикăри Суту-илӳ промышленноç палатин ертӳçине Игорь Кустарина предпринимательсен пĕрлешĕвĕнче çак çӳлерех асăннă института пуçарса яма хушнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çамрăк предпринимательсене яланах витĕм кӳме сĕннĕ республикăри Экономика министерствине.

Екатерина Николаева çамрăк усламçă пылак çимĕçсем тирпейлесе сутассипе ĕçлет.  Паха таварсем калăпласа кăларнăшăн Михаил Игнатьев ăна ырланă. Çамрăк усламçăсене «Деловая Россия» пĕтĕм тĕнчери паллă организаципе тачă пулма, çыхăнса ĕçлеме сĕннĕ.  Çитес 5 çулта  регионта ĕçлекенсен шалу укçин виçи 30 пине яхăн, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ тата та лайăхланса пымаллине асăннă Михаил Игнатьев.

Палăртма кăмăллă, республикăра социаллă сфера çирĕп аталанать, инфратытăм вăй илет. Республика хыснинчен çак ĕçсене пурнăçа кĕртме сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать.  Канашлура Михаил Игнатьев çамрăксене çитес çула мĕне халалламалли пирки ыйтса пĕлнĕ, сĕнӳсем тăратма каланă. Мероприяти «Раççейри çамрăк предприниматель - 2016» регион шайĕнче иртнĕ конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса чысланипе вĕçленнĕ.  Тĕплĕнрех





11 ноября 2016
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter