Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕ 2017 çулта Республика кунне ирттересси çинчен

Чăваш Республикин «Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн муниципалитет пĕрлĕхĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хавхалантарас, вĕсен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕллевпе çапла йышăнатăп:

1. 2017 çулта Республика кунне уявлассипе çыхăннă тĕп мероприятисене хатĕрленсе ирттерессине Шупашкар хулинче тата Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене хăйсен территорийĕнче ирттермелли правăна çĕнсе илмелли Чăваш Республикин муниципаллă районĕсемпе хула округĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕ Пăрачкав районĕнче йĕркелес.

2. Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн:

2017 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе пурнăçламалли мероприятисен планне туса хатĕрлемелле тата çирĕплетмелле;

Пăрачкав районне ялсен общество инфратытăмне аталантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тÿлессине тивĕçтермелле.

3. Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене 2017 çулта йăлана кĕнĕ «Акатуй» уявĕсем, Республика кунне халалланă ытти культмассăллă тата спорт мероприятийĕсем йĕркелесе ирттерме сĕнес.

4. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                     Михаил ИГНАТЬЕВ

Шупашкар хули,
2016, чÿк, 10, 164 №.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 ноября 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter