Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕн ĕçне хутшăннă

 


 Чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ярославль облаçĕнче пулнă, президиумăн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Раççейри субъектсенче инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессипе ĕçлекен РФ Патшалăх канашĕн тата РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн ларăвне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă.  РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн пайташĕсем инвестици илĕртессипе чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан Раççейри регионсен пуçлăхĕсем пулнине асăннă, вĕсен паха опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пулассине каланă хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ.    «Бизнеса ăнăçлă аталанса пыма условисем йĕркелени – экономикăна, социаллă сферăна тăнăçлă пĕр шай çирĕпленсе пыма май паракан тытăм», - тенĕ Владимир Путин, юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче инвестици климатне лайăхлатса пырассипе ятарлă тĕрлĕ мерăсем йышăнса хăварнине каланă.  «Саккунсен базине йĕркеленĕ, «çул карттине», предпринимательсен пуçарăвне ĕçе кĕртнĕ, регионсенче инвестици климачĕн рейтингне  йĕркелесе тăратнă», - тенĕ вăл. «Малта пыракан регионсенче административлă барьерсем  сахалланнă, патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернĕ чухне вăхăт тапхăрĕ те кĕскелни куçкĕретех, пулăшусене электронлă майпа куçарса пыни те çав тери паха.  Бизнеса лайăх аталантарса пыма условисем йĕркеленине кура, налуксем те туллин кĕрсе пыраççĕ, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем те хатĕрленеççĕ.  Лайăх ĕçлекен субъектсен паха опычĕсене пĕтĕмпех пурнăçланипе, регионсенче инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕ ырă енне улшăнса пырать», - тесе асăннă Раççей Президенчĕ Владимир Путин.

 РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче çĕр лаптăкĕсене кадастр учетне илессипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.  Асăннă ыйтупа Чăваш Республики çĕршыври чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан ТОП 5 регион шутĕнче тăрать.  Палăртса хăваратпăр, 2016 çулта Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççейри 85 регион хушшинче Чăваш Республики маларах 9-мĕш вырăнта çеç тăнă пулсан, халĕ хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă, ӳсĕм çав тери пысăк.    Атăлçи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче Тутарстан Республики хыççăн, иккĕмĕш вырăнта тăрать.  Пирĕн республика, регионта инвесторсене витĕм кӳрессипе йышăннă саккунсен базине йĕркелессипе те ыттисенчен пысăк кăтартупа палăрса тăрать, (А ушкăна кĕнĕ).  Наци рейтингĕнче малти вырăна упраса хăварас тесе, Чăваш Республикинче проект управленине йĕркеленĕ.

 Чăваш Республикин инвестици потенциалĕ пирки «Деловая Россия» обществăлла организацийĕн президенчĕ Алексей Репик, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ XII-мĕш пĕтĕм Раççей шайĕнчи съездра çапла каланă: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев - ертӳçĕ çав тери паха тĕслĕх ыттисемшĕн. Вăйлă регион вăйлă предпринимательсенчен тăнине вăл питĕ лайăх ăнланать», - тенĕ.

Çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртсе пырассипе ĕçлекен Агенствăн генеральнăй директорĕ Андрей Никитин хăйĕн сăмахĕнче, регионсенчи инвестици рейтингне предпринимательсем йĕркеленине асăннă. «Стратегиллĕ пуçарусен Агенствин хаклавĕ мар, Чăваш Енре ĕçлекен  предпринимательсен пĕтĕмлетĕвĕ», - тенĕ Андрей Никитин.

РФ Патшалăх канашĕн президиумĕн тата РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне федерацин влаç органĕсен ертӳçисем, обществăлла организацисен пуçлăхĕсем, РФ субъектсен ертӳçисем тата ытти официаллă çынсем пухăннă. Вĕсем шутĕнче: РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумĕ Игорь Шувалов, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ  Дмитрий Козак,  РФ Президенчĕн пулăшуçи – РФ Патшалăх Канашĕн секретарĕ Игорь Левитин, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов, РФ промышленноçпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров, РФ энергетика Министрĕ Александр Новак,  Росреестр ертӳçи Виктория Абрамченко, Раççей ФАС ертӳçи Игорь Артемьев, РФ предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Борис Титов, «Деловая Россия» обществăлла организацийĕн президенчĕ, РФ Обществăлла палатăн инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Репик, çĕнĕ проектсене аталантарассипе ĕçлекен стратегиллĕ пуçарусен Агенствин генеральнăй директорĕ Андрей Никитин, Раççейри промышленноçпа предпринимательсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ Александр Шохин, РФ Генеральнăй прокурорĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Буксман пулнă.

РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче Тюмень облаçĕн губернаторĕ Владимир Якушев, Ульяновск облаçĕн  губернаторĕ Сергей Морозов хăйсен ĕç опычĕсемпе паллаштарнă.

Лару пуçланиччен, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.   Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕн Пĕрремĕш çумне Игорь Шувалова региона витĕм кӳнĕшĕн, Канаша монохула шутне кĕртсе, экономикăна аталантарма, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме, муниципалитетра тирпей-илем кӳртме 7 млрд тенкĕ патнелле пулăшу уйăрса панăшăн ырланă. Сăмаха май, Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр хулисене те монохула шутне кĕртнине, çак асăннă муниципалитетсенче ĕçсĕррисен шутне чакарма май панине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

 РФ Правительствин Председателĕн Çумĕпе – РФ регионĕсене аталантарассипе ĕçлекен  Правительство комиссийĕн председателĕпе Дмитрий Козакпа, Чăваш Республикипе  федерацин влаç органĕсем хушшинчи малашнехи çул-йĕрсем пирки сӳтсе явнă.

 РФ финанс Министрне Антон Силуанова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионăн 2017-2019-мĕш çулсем валли йышăннă бюджет проектне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне пăхса тухма тăратнине пĕлтернĕ.  Антон Силуанов Министр Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕçне пысăка хурса хакланă.  Федерацин бюджетне тепĕр хут пăхса тухнă чухне, 2016 çулта Чăваш Республикине 250 млн тенкĕ патнелле хушма укçа-тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Кăçалхи çул, федераци бюджетне 10 процент чухлĕ пĕчĕклетнĕ пулин те,  пур-пĕрех Чăваш Республикине   федераци хыснинчен 16 млрд яхăн каялла тавăрса памалли мар укçа-тенкĕ  явăçтарма май килнĕ. Кăтартăва 2015-мĕш çулхипе танлаштарас пулсан, 5 процент пысăкрах.

 РФ промышленноçпа суту-илӳ Министрĕпе Денис Мантуровпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмахланă май, регионти промышленноç производствин индекс калăпăшĕ кăçал 9 уйăх хушшинче 110,8 процентпа танлашнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Тракторсем кăларакан заводра лару-тăру çăмăлах мар пулин те, пур-пĕрех электротехника кластерĕ, вак тата вăтам предпринимательлĕх ӳсĕмлĕ аталанса пынине каланă Михаил Игнатьев. Çитес вăхăтра Чăваш Республикине РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерстви  ĕçĕ визитпа килме палăртать, ун пирки те ертӳçĕсем тĕплĕн калаçнă.

Аса илтеретпĕр, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Денис Мантуров Саратовра РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ ирттернĕ Канаш мероприятийĕсенче хутшăннă. Ун чухне, шăпах та импорта улăштарас тĕллевпе Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсем ятарлă курав йĕркелесе тăратнă пулнă.  Министр Чăваш Енри «ЭКРА» НППĕн электротехника кластерне пысăка хакланă, вĕсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе, ĕçлĕ визит йĕркелессине пĕлтернĕ.

 РФ энергетика Министрĕ Александр Новак тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев электротехника кластерне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем пирки сăмахланă.

 РФ оборони валли хатĕрлес таварсен пахалăхне РФ Хăрушсăрлăх Канаш Секретарĕ Николай Патрушев,  2016 çулта çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикине  ĕçлĕ çул çӳревре пулнă чухне пысăка хурса хакланă.

 «ОПОРА РОССИИ» вак тата вăтам предпринимателсен обществăлла организацийĕн президенчĕ Александр Калинин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа калаçнă чухне регионта предпринимательлĕх пайне пысăк витĕм кӳнĕшĕн ăна ырланă, ĕçе пысăка хурса хакланă. Предпринимательлĕх - экономикăна аталантарса пыракан тĕп пай пулнине асăннă. Республикăра бизнеса вăй илсе пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем çителĕклĕ пулнине ырласа каланă Александр Калинин. «ОПОРА РОССИИ» вак тата вăтам предпринимательсен обществăлла организацийĕн президенчĕ Александр Калинин, «Деловая Россия» президенчĕ, РФ Обществăлла палатăн инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Репик, Раççейри промышленноç тата предпринимательсен пĕрлешĕвĕн президенчĕ  Александр Шохин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта, çитес Республика кунне халалласа  Пĕтĕм Раççей шайĕнче пĕрлехи проекта пурнăçа кĕртесси пирки ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

 РФ предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Борис Титовпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вак тата вăтам предпрнимательлĕх сферинче сахалтарах тĕрĕслевсем ирттермелли пирки сӳтсе явнă.

 Тюмень облаçĕн губернаторĕпе Владимир Якушевпа пĕр-пĕрин паха ĕç опычĕсемпе паллашма калаçса килĕшнĕ. Тюмень облаçĕн делегацине 2017-мĕш çулта Республика кунне халалласа иртекен мероприятисене йыхравланă Михаил Игнатьев.  Владимр Якушев, сăмаха май, Чăваш Республикинчи предпринимательсене, делегацине çу уйăхĕнче пулакан «Туслăх кĕперĕ» йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çул иртекен, тĕрлĕ халăхсен уявне чĕнсе хăварнă.

  Палăртса хăваратпăр, РФ Патшалăх канашĕн консультаци комиссийĕн членĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин комисси членĕсем пирки ятарлă Хушу кăларнă.  Унăн йышне Раççейри чи ăнăçлă ĕçлекен субъектсен пуçлăхĕсене кĕртнĕ. Кунсăр пуçне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Правительствин Председателĕн Çумĕ Дмитрий Козак йĕркелесе пыракан регионсене аталантарассипе ĕçлекен Правительство комиссийĕн йышĕнче те. Комиссийĕн тĕп çул-йĕрĕ пирки РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хушăва алă пусса çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех



14 ноября 2016
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter