Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă Патшалăх канашĕн ларăвĕн ĕç пĕтĕмлетĕвне Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе сӳтсе явнă

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин чӳк уйăхĕн 12-мĕшĕнче йĕркелесе ертсе пынă Патшалăх канашĕн ларăвĕн ĕç пĕтĕмлетĕвне паян, чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче,  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере йăлана кĕнĕ ĕçлĕ планеркăра сӳтсе явнă.  Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ субъектсен ертӳçисем умне инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пырассипе çирĕп тĕллевсем лартнине пĕлтернĕ.  Социаллă сферăна, экономикăна пĕр тикĕс лайăх аталантарса пырасси – бизнеса ӳстерме еплерех условисем йĕркелесе тăратнинчен те нумай килет тенĕ сăмахсене, Михаил Игнатьев тепĕр хут аса илсе хăварнă.   Çĕршыври  субъектсен хăш-пĕр ертӳçисене, бизнеса аталанма кирлĕ пек условисем йĕркелесе паманнишĕн çирĕп асăрхаттарнă  Раççей Президенчĕ. Калăпăр, строительство, электричество ĕçне пуçлама ирĕк паракан ĕç хучĕсене  хăш-пĕр субъектсенче çав тери вăраха тăсаççĕ, ыттисемпе танлаштарсан икĕ, виçĕ хут та нумайрах пулнине палăртать  Владимир Путин. Кун пек тĕслĕхсемшĕн çирĕп асăрхаттару тунă.  Чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан регионсенче лару-тăру пачах урăхла, пĕтĕмпех йĕркеллĕ вăхăтра ĕç пурнăçланать тенĕ вăл. Регионсен паха ĕç опычĕсене ыттисен пурнăçа кĕртсе пырассишĕн çине тăрса ĕçлемеллине каланă Раççей Президенчĕ. Инвестици климачĕ ырă енне улшăнса пынине предпринимательсем, авторитетлă экспертсем, çав вăхăтрах ют çĕршывсенчи специалистсем те пĕр хуччен çеç мар çирĕплетсе каланине аса илнĕ Владимир Путин. Пĕтĕм тĕнчери банк рейтингĕнче Раççейри бизнес валли  условисем йĕркелесе тăратнин кăтартăвĕпе, кăçал 11 позици  ӳстерсе, РФ хисеплĕ 40-мĕш вырăна тухнă.

 Аса илтеретпĕр,  РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче çĕр лаптăкĕсене кадастр учетне илессипе çыхăннă ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.  Асăннă ыйтупа Чăваш Республики çĕршыври чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан ТОП 5 регион шутĕнче тăрать.  Палăртса хăваратпăр, 2016 çулта Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Раççейри 85 регион хушшинче Чăваш Республики маларах 9-мĕш вырăнта çеç тăнă пулсан, халĕ хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă, ӳсĕм çав тери пысăк.    Атăлçи федераци округне кĕрекен субъектсем хушшинче Тутарстан Республики хыççăн, иккĕмĕш вырăнта тăрать.  Пирĕн республика, регионта инвесторсене витĕм кӳрессипе йышăннă саккунсен базине йĕркелессипе те ыттисенчен пысăк кăтартупа палăрса тăрать, (А ушкăна кĕнĕ).  Наци рейтингĕнче малти вырăна упраса хăварас тесе, Чăваш Республикинче проект управленине йĕркеленĕ. Чăваш Республикинче строительство ĕçне пуçлама ирĕк паракан ĕç хутне кĕске вăхăтрах йĕркелесе çитереççĕ. Ку енĕпе ыттисемпе танлаштарсан регионăн кăтартăвĕ пысăк. Калăпăр, субъектсенче асăннă ĕç хутне 150 кун хушшинче йĕркелесе çитереççĕ пулсан, пирĕн Чăваш Енре вара 81 кун хушшинчех çирĕплетсе параççĕ ĕç хутне. Пурăнмалли çурт-йĕрсен проект ĕç хучĕсене патшалăх экспертизи кăларнă чухне те нормăпа 45 кун хушшинче йĕркелесе çитермелле пулсан, пирĕн республикăра кăтарту каллех питĕ лайăх 21 кунтах документсене хатĕрлесе тăратаççĕ.  Çĕрсемпе ĕçлесси те уçăмлăн пулса пырать. Республика Ертӳçи Правительство пайташĕсене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. Малашне тата та регионта инвестици климатне лайăхлатса пырассипе сахал мар ĕç пурнăçламаллине асăннă. Республикăри влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе федерацин влаç органĕсенче тăрăшакансем хушшинче çирĕп çыхăнăва тытса пырса, регионăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парассипе тухăçлă ĕçлесе пыма каланă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ строительство ĕçне пурнăçлама ирĕк илнĕ проектсем, нумай чухне йĕркене пăснине, юриех ятарласа хаксене хăпартса янине çирĕп каласа хăварнă, пахалăхĕ хавшанине те асăннă. Тĕслĕх вырăнĕнче «Шупашкар – Арена» пăр керменĕ пирки чарăнса тăнă. «Проекта экспертиза кăларассишĕн 4,5 млн тенкĕ тăкакланă, анчах та каласа хăвармалла, проект ĕçне бюджет укçи-тенкипе пĕтĕмпех пурнăçланă. Должноçре тăракан ертӳçĕсем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçламанни куçкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче республикăри адреслă программăсем еплерех пурнăçа кĕрсе пыни пирки каласа хăварнă. Пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса, лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç тăватă тапхăрпа пурнăçланнине каланă.  Ку ыйтупа строительство ĕçне юлса пурнăçласа пыракансем те пур. Вĕсем: «СК Стрим»  ТМЯО - директорĕ А.Н. Сидоров, Куславкка районĕнче ĕçлет, Сĕнтĕрвăрринче «СПК Возрождение» - генеральнăй директорĕ А.Г. Резюков, Йĕпреçре – «Санар-Строй» ТМЯО – директорĕ А.З.Джемилов, Улатăр хулинче – «Большой плюс» ТМЯО – гендиректорĕ С.В.Орлов, Шупашкарта - «Стройсфера» СК – директорĕ С.В.Хвандеев, «Союзстройинвест»  - директорĕ Э.М. Резяпов, «Алза» ТМЯО – директорĕ Н.Р. Лаврентьева.

 Графика пăхăнса ĕçлемен подрядчиксене çирĕп явап тыттарма хушнă Михаил Игнатьев, ĕç хучĕсене пăрахăçлама каланă. «Патшалăх программисене пурнăçлас ĕçе эпир вăраха тăсма пултараймастпăр.  Çуртсене пĕтĕмпех графикпа килĕшӳллĕн хута ямалла», - тесе çирĕп каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   Строительство ĕçĕн пахалăхне те тĕрĕслесех тăма хушнă.

 Ку хутĕнче пăрлаклă çулсем пирки те сăмах пуçарнă. Ятарлă министерствăсене çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Чӳк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Шупашкарти аэропортра пулса иртнĕ пăтăрмах пирки чарăнса тăнă, Boeing-737«Мускав-Шупашкар» рейса тухнă чухне вĕçсе хăпармалли ятарлă вырăнтан сахал мар ирĕке тухса кайнă тĕслĕх пирки пăшăрханса каланă, лару-тăрăва вăраха тăснине палăртнă. Кун пек ĕçлеме юраманнине çирĕп каланă, айăплисене явап тыттарма хушнă.  Паянхи канашлура Наци телекуравĕн республикăри пăрлаклă çулсем пирки  калакан сюжетне тепĕр хут пăхса илнĕ. Эрне кун Шупашкарти  травматологи пункчĕсенче черет пулса кайнине, халăх кăмăлсăр юлнине курнă. Çулсем тирпейсĕррине кура, çынсем сусăрланни куçкĕретех пулнă. Михаил Игнатьев республикăри муниципалитет ертӳлĕхĕн, коммуналлă службăсен  ĕçĕсемпе кăмăлсăрланнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова çитменлĕхсемпе килĕшнĕ. Вăл кун, ир-ирех сусăрланнă çынсен шучĕ ӳссе кайнине пĕлтернĕ, 9-10 сехетсем тĕлне лару-тăру лайăхланнине каланă.

Чӳк уйăхĕн 8-11-мĕш кунĕсенче Санкт-Петербургра Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин импорта улăштарассипе ĕçлекен Центрта,  Чăваш Республики çинчен презентаци ĕçĕпе паллаштарнине асăннă. Ун чухне, шăпах та, ятарлă килĕшӳ ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Малашне те асăннă ыйтусемпе тухăçлă ĕçлеме каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  



14 ноября 2016
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter