И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче ăс пухакан 24 студент физикăпа математика вĕренсе пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнче ăс пухакан 24 студента физикăпа математика вĕренсе пысăк çитĕнӳсемпе палăрнăшăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме ирĕк паракан ĕç хутне, чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев алă пусса çирĕплетнĕ. Малашне вĕсем 2016/2017-мĕш çулсенчи вĕренӳ тапхăрĕсенче уйăхсерен 2 пин тенкĕ илсе пырĕç. Кун пирки Чăваш Республикинчи аслă шкулсен ректорĕсен Канаш председателĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сӳтсе явнă.

  Палăртса хăваратпăр, ППЭсене  физика тата математикăпа 70 балл е тата ытларах пухнă ачасем регионти аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. 2016 çулта ППЭ физика тата математика предмечĕсемпе 70 балл ытла пурĕ 161 ача пуçтарнă, вĕсенчен 24-шĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ.  Пултаруллă ачасене витĕм кӳресси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ тесе каланă Михаил Игнатьев. Вĕсене аслă шкултан вĕренсе тухсан та, республикăри предприятисемпе организацисем хапăл тусах йышăнаççĕ. Аслă шкулсенчи студентсен пĕрлешĕвĕсене аталантарса пырассипе йышăннă Программăн çĕнтерӳçи ятне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тивĕçнине пĕлтернĕ Андрей Александров. Программăна кĕртнĕ мероприятисенчен чи курăмли ГТО пулнине каланă.

Сăмаха май, университетра ГТО нормине йышăнассипе ирттерме палăртнă спорт уявне, Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пырса курма йыхравланă. Аслă шкулăн ертӳлĕхне сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе йĕркеленĕ ĕçсемшĕн Михаил Игнатьев ырланă. Халăх хушшинче массăллă спорта аталантарасси çине РФ Президенчĕ Владимир Путин та пысăк тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Кун пирки «Раççей – спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнче шайĕнче юпа уйăхĕнче Владимир облаçĕнче иртнĕ VI-мĕш форумра та уйрăммăн каланине пĕлтернĕ.  Ачасен, çамрăксен, яш-кĕрĕмĕн спорта çӳрес туртăм ӳссе пырать - çакă вара чи пахи. Ытларах та ытларах спорта çамрăксене явăçтарма тăрăшмаллине пĕтĕмлетсе каланă хăйĕн сăмахне Михаил Игнатьев. Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Тĕплĕнрех



15 ноября 2016
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter