Чăваш Республикинче вырнаçнă ВТБ 24 Банкăн малтанласа палăртнă ĕç пĕтĕмлетĕвне, малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă паянхи тĕлпулура Шупашкарти офисăн управляющийĕпе Владимир Царевпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Чăваш Республикинче вырнаçнă ВТБ 24 Банкăн малтанласа палăртнă ĕç пĕтĕмлетĕвне, малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă паянхи тĕлпулура Шупашкарти офисăн управляющийĕпе Владимир Царевпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Владимир Царев ертӳçĕ Банк Чăваш Енре 2006-мĕш çултанпа ăнăçлă ĕçлесе пынине пĕлтернĕ республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева.
 Паянхи куна регионта ВТБ 24 Банкăн пурĕ 10 уйрăмĕ ĕçлет.  Почта Банк тытăмĕ те вăй илсе пынине пĕлтернĕ.  Чăваш Енре вырнаçнă Раççей Почта уйрăмĕсенче 15 офис пурнăçа кĕнине палăртнă. Çитес çулта республикăри районсемпе хуласенче пурĕ 70 Почта Банкне хута яма тĕллев лартнине те каласа хăварнă. «Регионта банк пулăшăвĕсемпе усă курасси кулленех тапхăр-тапхăррăн пурнăçа аван кĕрсе пырать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Почта Банкĕсене уçассипе çыхăннă ыйтăва 2016 çулта çĕртме уйăхĕнче Петербургра Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ экономика форумĕнче сӳтсе явнине пĕлтернĕ.
«Палăртма кăмăллă, Шупашкарта 2015 çулта çу уйăхĕнче регионти сервис центрĕ хута кайрĕ. Пурĕ тĕп офисăн пайĕнче 1406 çын ĕçлет. Сервис центрĕнче вара хальхи вăхăтра 1214 çын тăрăшать. Планпа килĕшӳллĕн пуласлăхра 1350 çын ĕçлемелле. Енчен те сменăпа ĕçлес пулсан, 1500 çын пуласси те паллă.  Çулталăк вĕçлениччен паха специалистсене суйлатпăр», - тесе пĕлтернĕ Владимир Царев. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче пĕр пин çурă çынна çĕнĕ ĕç вырăнĕпе, пысăк шалу укçипе тивĕçтерни çав тери паха тесе каланă.  Маларах мегаполисра ĕçленĕ яш-кĕрĕм каялла Шупашкара таврăнать. Кăçал çĕртме уйăхĕнче çамрăксемпе тĕл пулнă вăхăтра сервис центрĕнче ĕçлекенсем Чăваш Енре ĕçлеме питĕ килĕшнине, пурăнма условисем çителĕклĕ пулнине палăртнă. Шалу укçипе ипотека кредитне тӳлеме те, кирлĕ пулсан кану та йĕркелеме пулать тесе пĕлтернĕ.  Палăртса хăваратпăр, ВТБ 24 Банк республика хыснин пĕрлештернĕ бюджетне 2015 çулта 40,1 млн тенкĕлĕх налук хывнă. Кăçал вара вунă уйăх ĕç кăтартăвне пăхас пулсан, тăватă хут нумайрах.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев банк сферинче ĕçлекенсене тав тунă. «Эпир банксене Чăваш Республикинче аталанса пыма пурне те пĕр пек условисем йĕркелесе паратпăр.  Сирĕн Банка халăх пысăка хурса хаклать.  Малашне те сирĕнпе Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç условийĕн шайне ӳстерсе пырассипе тухăçлă ĕçлеме палăртатпăр», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



16 ноября 2016
11:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter