Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн тĕп темисем –  Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2017 çулхи тата  планпа пăхса хăварнă 2018 тата 2019 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕн» проекчĕ,  ял хуçалăх ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ,  2016 çулта раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе, ачасен правине хӳтĕлес ыйтусемпе чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче йышăу кунĕсене ирттересси пирки. Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăра аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене, предприятисемпе организацисене, тĕрлĕ ĕç ушкăнĕсене çитсе халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Çак кун граждансене хапăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăну иртнĕ.

 



16 ноября 2016
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter