Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти Обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.  Унпа пĕрле вăл кун «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри  политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла  йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи, регионти уйрăмĕн Секретарĕн çумĕ, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн ертӳçи  Николай Николаев пулнă. Çынсем ытларах «Çĕнĕ хула» микрорайонта поликлиника уçас, çулсене сарас, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçас ыйтусене хускатнă. Шупашкарта пурăнакан Валентина Андреевăна «Çĕнĕ хула» микрорайонти поликлиника ыйтăвĕ хумхантарнă. Республика Пуçлăхĕ сăмаха май, пĕчĕк районти пурăнмалли условисем пирки ыйтса пĕлнĕ. Вырăнти халăх хулари 3№-лĕ ача-пăча больницинче врач-педиаторсем çителĕксĕр пулнине пăшăрханса пĕлтернĕ.   Тата çитменнине, кулленех вĕсем ылмашăнса тăни, ашшĕ-амăшĕсемшĕн меллĕ пулманнине каланă Валентина Андреева. Хулара çĕнĕ тĕп поликлиника хута кайсан, унта пĕтĕмпех кирлĕ пек условисем пулассине асăннă регион Пуçлăхĕ, республика хыснинче объекта çĕклесе лартма 2017-мĕш çул валли укçа-тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ.  Çитес çулта иккĕмĕш çур çуллăхра «Çĕнĕ хула» микрорайонта поликлиника уçма тĕллев лартнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри  политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти уйрăмĕн Обществăлла  йышăну пӳлĕмĕн ертӳçине Николай Николаева асăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Сиплев учрежденийĕнче ытларах çак пĕчĕк районта пурăнакан медицина ĕçченĕсен ĕçлемеллине асăннă Михаил Игнатьев.

 Патăрьел районĕнче Первомайски салинче пурăнакан Надежда Емельяновăна «Нурăс – Патăрьел – Елчĕк - Полевое Чекурово» автомашина çулне тĕпрен юсав тунин тапхăрĕ кăсăклантарнă. Первомайски салинче çав тери лайăх ача сачĕ пуррине каланă вăл. Унта ачасене сакăр ялтан илсе çӳретнине пĕлтернĕ. «Эпир шанатпăр çамрăксем ялта пурăнассине. Пурăнма мĕнпур условисем çителĕклĕ. Çулсем те паха», - тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта çулсене кулленех йĕркипе сарса, тирпейлесе пынине пĕлтернĕ. 2016 çулта çул-йĕр сарма пурĕ 4 млрд ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Федерацин çул-йĕр агенствине 2017 çулта çак çӳлерех асăннă çула тирпейлесе сарма пулăшу ыйтса çырнине каланă Михаил Игнатьев.  «Ĕç хучĕсене фонд пăхса тухнă, пулăшу та куçасси паллă. Патăрьел районĕнче çулсем тирпейлĕ.  Пур çавăн пекех юрăхсăра тухнă çулсем, вĕсене те вăхăтра тирпейлеме тăрăшăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Муниципалитетра çитес çулта çак çӳлерех асăннă çул лаптăкĕн строительство ĕçне пуçламаллине каланă.

 Канаш хулинче пурăнакан Андрей Трифонов çурт-йĕр ыйтăвĕпе йышăну пӳлĕмне пынă. «Хулара пĕртен-пĕр юрăхсăра тухнă нумай хваттерлĕ çурт тăрса юлнă. Пурăнма çав тери кăткăс. Кĕçех ишĕлсе анма та пултарĕ. Ача пĕрмай чирлет, условисем çук», - тесе пĕлтернĕ вăл. Хальхи вăхăтра хулара çĕнĕ çуртсем тăвас ĕç хĕрӳ пырать, анчах та объектсенче çитменлĕхсем пуррине вырăнти халăх курса ĕненет.  Çакнах Андрей Трифонов та çирĕплетсе каланă. Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулине çитсе килме, ун чухне шăпах та çак çуртсене кĕрсе тухма палăртать. Канаш хулине, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтерме, пурĕ патшалăх программин III-мĕш тапхăрне пурнăçлама 103,45 млн тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.

  Виктория Соколова тăлăха та çурт-йĕр ыйтăвĕ хумхантарнă. Вăл Суворовсен çемьинче 9-мĕш çул пурăнать. Вĕсен туслă çемьинче усрава илнĕ 20 ача. Уншăн ашшĕ-амăшĕсене патшалăх наградисене парса тивĕçтернĕ. Çемьери аслă ачисенчен виççĕшĕ, хваттер илме те ĕлкĕрнĕ. Эпĕ те çитес вăхăтра хваттер илĕп», - тенĕ вăл.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çулта тăлăха юлнă ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме пурĕ республика хыснинче 30,6 млн тенкĕ пăхса хăварнине, 49 тăлăх ачан çурт-йĕр ыйтăвне татса пама тĕллев лартнине пĕлтернĕ, вăл шутра унăнне те.

  Шупашкарта 53№-лĕ шкулта вĕренекен Ариадна Чернова РФ Президенчĕ Владимир Путин патне  Çĕнĕ çул елкине парнелеме ыйтса çыру çырнă. Пĕр тăвансем Ариадна тата Мария Черновăсем Михаил Игнатьева хăйсем ташлама, ӳкерме юратни пирки пĕлтернĕ. «Эпĕ çав тери хитре елка илесшĕн», - тенĕ Ариадна. «Сирĕн ыйтса çырнă çыру ниçта та çухалман. Владимир Путин пире хушу панă», - тенĕ Михаил Игнатьев, РФ Президенчĕ Владимир Путин парнине хапăл тусах парнеленĕ вĕсене.  Шкул ачисене вĕренӳре ĕлкĕрсе пыма, лайăх паллăсем илме сĕннĕ.

 Çак кун журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев халăхпа тачă çыхăнура пулни, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене вăхăтра татса пама пулăшнине каланă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн Председателĕн Дмитрий Медведевăн регионти Обществăлла йышăну уйрăмĕ тухăçлă ĕçленине, çынсем кулленех тĕрлĕ ыйтусемпе килнине палăртса каланă Михаил Игнатьев. «Халăх хăй шухăшне пĕлтерет, кăсăклантаракан ыйтусем пирки ыйтса пĕлет, ку вара чи пахи», - тенĕ вăл калаçăва пĕтĕмлетсе.  Палăртса хăваратпăр, кăçал Михаил Игнатьев патне пурĕ харпăр хăй ыйтăвĕсемпе 18 çын пынă, вĕсенчен 11-шне татса панă, 7-шне тĕрĕслеве илнĕ.



16 ноября 2016
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter