Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти хăш-пĕр объектсенче пулнă

 


Паян Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Завод «Чувашкабель» АП çитсе килнĕ. Çак организаци Шупашкарти малта пыракан промышленноç предприятийĕсенчен пĕри шутланать. Кунта пурĕ 800 ытла çын ĕçлет, вĕсем вăтамран уйăхне 30 пин шалу укçине илеççĕ. Михаил Игнатьев предприятире калăпланса тухакан таварсемпе кăсăкланнă, вĕсен пахалăхне курса ĕненнĕ, ĕç ушкăнĕпе тĕл пулса калаçнă. Организацийĕн генеральнăй директорĕ Игорь Кортунов предприяти пĕр тан лайăх аталанса пынине пĕлтернĕ, кулленех çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк технологисем вăй илнине палăртнă.  Заводра ĕçлекенсем Чăваш Ен Пуçлăхне тĕрлĕ ыйтусем панă.  Ача сачĕсем хута ярасси, «Çĕнĕ хула» микрорайонта светофор йĕркелесе ярасси,  сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем пулнă.  Калаçу вăхăтĕнче директор ĕçне пурнăçлакан Людмила Терентьева, Чăваш Ен Пуçлăхне хулара спорт объекчĕсене хута янăшăн тав тунă, сăмаха май Новоюжнăй районĕнче спорт комплексне çĕклесе лартма май пуррипе çуккине ыйтса пĕлнĕ. Михаил Игнатьев регионта кашни çулах пысăк спорт объекчĕсене хута янине пĕлтернĕ.  Спорта аталантарассипе çĕршыври субъектсем хушшинче пирĕн регион пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртнă. «Ачасене вĕри апатпа тивĕçтерес ыйтупа уçă калаçу пулнишĕн пысăк тав. Тӳрĕ лини вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратма пултараççĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, шкулсенче ачасене апатлантарасси тивĕçлĕ шайра пулса пыни куçкĕретех», - тесе сăмаха малалла тăснă Людмила Терентьева. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки ытларах чарăнса тăнă. Сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ, спорт, культура çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.  2025-мĕш çул тĕлне республикăра ĕçлекенсен шалу укçин виçине вăтамран 30 пине çитерме тĕллев лартатпăр тесе ырă хыпара каланă Михаил Игнатьев.   Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Игорь Кортунов  заводра ĕçлекенсен шалу укçин виçи кашни уйăхрах ӳссе пынине пĕлтернĕ, çитес çул та 10 процент хăпарассине каланă. Кунта ĕçлекен халăх пирус туртакансемпе еплерех «кĕрешнине», чарни пирки каласа кăтартнă. Вĕсен паха опытне Михаил Игнатьев ырланă.  Малашне те  тухăçлă ĕçлесе çитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

  Çак кун республика Пуçлăхĕ «Çĕнĕ хула» микрорайонти автомашина çулĕн строительство ĕçĕпе те паллашнă. «Тус» АХО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов объектăн строительство ĕçĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă.  Çула май, республика Ертӳçи ача сачĕн строительство ĕçĕпе те кăсăкланнă. Çитес çул кунта харăсах 160 ача садике çӳреме пултарать тенĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.  Ача сачĕн строительство ĕçне «СК «Стройсфера» ТМЯО пурнăçлать. Михаил Игнатьев объектăн строительство ĕçĕн пахалăхĕ пысăк шайра пулмаллине тата ăна графикпа килĕшӳллĕн пурнăçа кĕртмеллине асăрхаттарса хăварнă организацийĕн генеральнăй директорне Сергей Хвандеева.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «çавра сĕтел» хушшинче Чăваш Республикинчи онкологи диспансерĕн ĕçченĕсемпе кулленхи ыйтусене сӳтсе явнă.  Хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Вячеслав Григорьев хăйĕн сăмахĕнче, çĕнĕ корпус хута янăшăн, республика ертӳлĕхне тав тунă, ĕçлеме условисем пĕтĕмпех пуррине каланă.    Онкодиспансерта ĕçлекен хирургсем тăтăшах хăйсен пĕлĕвне Раççейри Н.Н.Блохин ячĕллĕ онкологи наука центрĕнче ӳстерсе пынине пĕлтернĕ.  Раççейри чи паллă профессор, онколог, Н.Н. Блохин ячĕллĕ РОНЦ директорĕ Михаил Давыдов та вĕсем патĕнче мастер-классем йĕркеленине каланă, кирек епле йывăр операцисене те пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе пурнăçлама май пуррине асăннă. Енчен те малтан диагноз лартма  специалистсен 30 минут иртнĕ пулсан, халĕ кĕске вăхăтрах, 15 минутра пĕтĕмлетӳ тума пултараççĕ тесе пĕлтернĕ врачсем.  Пуласлăхра генетика енĕпе тĕпчесе пĕлмелли лаборатори уçма палăртаççĕ, кун валли те республика Пуçлăхĕ диспансерăн тĕп врачне Лидия Воропаевăна, республика бюджетне укçа-тенкĕ пăхса хăварма, сĕнӳсем тăратма каланă.  Лидия Воропаева хăйĕн сăмахĕнче, çак диспансера республикăран анчах мар, ытти регионсенчен те сипленме çынсем килнине пĕлтернĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев медицина ĕçченĕсене хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн тав тунă. Тĕплĕнрех



16 ноября 2016
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter