Канаш хулине тирпей-илем кӳртме тепĕр икĕ эрне хушши вăхăт панă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти влаçа

 Канаш хулинче пурăнакансем, тавралăхра тирпейсĕрлĕх хуçаланнăшăн, пĕр хуччен те çеç мар çăхав çырнă республика Правительствин ертӳлĕхĕ патне. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти лару-тăрупа паллашас тата муниципалитет ертӳлĕхĕпе управляющий компанисем еплерех ĕçлени пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе, паян Канаш хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă.  

Муниципалитета çитнĕ çитменех таврари тирпейсĕрлĕхе курса ĕненнĕ ертӳçĕсем. Ахаль мар пулĕ, чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти пай пуçлăхĕсемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра, Канаш хулинчи тирпейсĕрлĕх ыйтăвне тĕплĕн сӳтсе явнă пулнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев ун чухне, тĕп сăлтавсенчен пĕри – Канаш хула администрацийĕнче ĕçлекенсем хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса ĕçлеменнине каланă. Тепĕр тесен, хула администрацийĕн пуçлăхĕ те управляющий компанисемпе çирĕп ĕçлеменни, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пыманни те куçкĕретех тенĕ. Вырăнти халăх çӳп-çапа илсе тиесе тухнăшăн вăхăтра укçа-тенкĕ тӳлесе пырать.  «Чистый город» МУП тата вырăнти хула  администраци ĕçе пĕлсе йĕркелеймест. Усал çӳп-çап таврана сырса илнĕ. Ун чухне, шăпах та планерка вăхăтĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулине ĕçлĕ визитпа çитсе килме шантарнă.

   Каласа хăвармалла, республикăри МИХсенче  ĕçлекенсем те тăтăшах çак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки халăха пĕлтерсех тăнă. Калăпăр, «Советская Чувашия» хаçатра «Хула свалка пулса тăрать…», чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Канаш хула влаçĕ – МИХсенче пичетленсе тухнă хыпарсене пачах та шута илме шутламасть: çӳп-çапа çаплипех никам та пуçтарса тирпейлемест» текен материалсем те вĕсене вара пачах та пăшăрхантарман-ши? Чăваш Наци телекуравĕ, ГТРК «Чувашия» хăйсен ятарлă сюжечĕсене пĕр хуччен çеç мар эфира кăларнă, халăха кăтартнă. Анчах кăлăхах, хулара ĕçлекен влаç вырăнтан та тапранман, шарт та сикмен. Канаш хула администрацийĕн çак асăннă йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса пама икĕ эрне хушши вăхăт пулнă, вĕсем вара нимĕн те ĕçлеменни куçкĕретех.

 Канашра Ленинградский урамĕнче, 14-мĕш çурт таврашĕнче çӳп-çап купи юхăнса выртнине асăрханă республикăран пынă ертӳçĕсем.  Калас пулсан, кунти усал каяшсем уйăх ытла та сапаланса выртни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ертӳçĕсем пынине сиссе, çав вăхăта «Чистый город» МУП ĕçлекенсем пырса тăнă, усал çӳп-çапа пуçтарма шухăш тытнă имĕш.   Халăх нумай вăхăт хушши шухăшласа тăман, тӳрех хăйсене хумхантаракан ыйту пирки Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева каласа кăтартнă. Хăшĕ-пĕрисем таврара тирпейсĕрлĕх хуçаланнине курса, счета кашни уйăхрах тӳлесе пыманнине пĕлтернĕ.  Михаил Игнатьев кун пек йĕркесĕрлĕхне ку таранччен курман тенĕ тесен те йăнăш мар, паянхи лару-тăрăва хăй хурса ĕненни вара ăна хытă пăшăрхантарнă. «Пĕр-пĕрин çине айăп тăкмалла мар, çийри хитре костьюмсене хывса, халăхпа, хăвăрăн организацире ĕçлекенсемпе пĕрле хар тăрса тăрăшмалла», - тесе çирĕп асăрхаттарнă «Чистый город» управляющий компанийĕн ертӳçине Евгений Поверныйне. Тепĕр таса мар вырăна та асăрханă пуçлăхсем. Ку вара Канаш хулинче Московский урамĕнче 20-мĕш çурт тĕлĕнче.  Михаил Игнатьев çуртсем илемлĕн курăнса ларнишĕн савăннă, анчах та юнашар навус куписем ишĕлсе выртнишĕн тĕлĕннĕ. Кун пек тĕслĕхсемшĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет ертӳлĕхне çирĕп асăрхаттарса хăварнă.

Паллах, вырăнти халăхăн та тавралăхра тирпейлĕх хуçалантăр тесе тăрăшмалла. Хăйсем пурăнакан вырăнтах çӳп-çап куписем йĕркелесе ямалла мар.  «Эсир, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулса çулталăк ĕçлетĕр. Канаш хулинче йĕрке тăвассипе таса чунпа, яваплăха туйса ĕçлемелле», - тесе асăрхаттарнă Владислав Софронова Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, тавралăха тирпей-илем кӳртме тепĕр икĕ эрне хушши вăхăт панă. Енчен те ыйту вырăнтан хусканмасан, малалла сире ĕçлеттермĕпĕр, отставкăна ярăпăр тесе асăрхаттарнă.  «Администраци командин ĕçлеме вĕренмелле. Шанатпăр, хăвăра шанса панă ĕçе пурнăçласса, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене депутатсемпе пĕрле тăрăшса татса парасса. Халăх тен ун чухне, малалла çăхав çырмĕ», - тесе сăмаха тăснă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Çак кун муниципалитетра хутса ăшăтмалли котельнăй ĕçĕпе те ертӳçĕсем паллашнă. Енчен те, Трудовая тата Новый урамĕсенчи котельнăй хута кайсан, «Промтрактор-Вагон» АХОăн малашне ăшăпа тивĕçтересси пăрахăçланĕ. Объектăн строительство ĕçне «Сельский комфорт» ТМЯО пурнăçлать. Енчен те çак объект пурнăçа кĕрсен, хулан тата та ытларах инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсессине асăннă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



17 ноября 2016
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter