Муркаш районĕ: çĕнĕ пÿртсем çĕкленеççĕ, çĕнĕ производствăсем вăя кĕреççĕ

Юнкун, ноябрĕн 16-мĕшĕнче, пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа пĕрле вăл малтанах Юнкă ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă Апроськинсен çемйин çĕнĕ пÿртне çитсе курчĕ.

Юнкă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Фомин каланă тăрăх, нумай ачаллă Апроськинсен çемйине пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 2011 çулта учета тăратнă. Социаллă найм килĕшĕвĕпе граждансен хăш-пĕр категорине çурт-йĕрпе тивĕçтерме кăçал пирĕн района 4 млн ытла тенкĕ уйăрса панă. Çак укçа-тенкĕне Юнкă тата Çатракасси ял тăрăхĕсенчи çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă.

Апроськинсем валли çурт хăпартма Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕ май уйăхĕнче муниципалитет контракчĕ тунă. Халĕ вара çемье пÿрт çăрине алла илчĕ. Çак савăнăçлă саманта вĕсемпе пĕрле пайлама ял-йыш та пухăннăччĕ. Кил хуçисен çăкăр-тăварне астивнĕ хыççăн ертÿçĕсем те ыттисемпе пĕрле çĕнĕ пÿрте кĕрсе курчĕç, унти пÿлĕмсемпе кăна мар, строительство ĕçĕсем мĕнле пынине сăнлакан стендпа та паллашма пултарчĕç. Строительсем ĕçе типтерлĕ туни кунти хăтлăхран тÿрех палăрчĕ. Апроськинсем парнепе кăмăллă пулнине пытармарĕç.

И. Моторин пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма май паракан тĕллевлĕ программăсем районта мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕ. Р. Тимофеев кăçал районти 65 çемье пурĕ 56,8 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне тивĕçсе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнине пĕлтерчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тепĕр икĕ ветеран черетрине уйрăммăн палăртрĕ. Район ку тĕлĕшпе те хăй çине илнĕ обязательствăсене пурнăçласа пынине каларĕ.

И. Моторин çитсе курма палăртнă тепĕр объект та Юнкă ял тăрăхĕнчех пулчĕ. Каска кăмпи ÿстерекен тулли мар яваплăхлă «Агрико» пĕрлешÿре ĕçсем аван пыраççĕ. Кунта пĕтĕмпех хальхи вăхăтри çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Камерăсенчи микроклимата пĕтĕмпех автоматика «пăхса тăрать». Пĕрлешÿ директорĕ В. Глушаков палăртнă тăрăх, кунта энергие перекетлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, мĕншĕн тесен кăмпа ÿстерме энерги сахал мар тăкакланать. «Паян кăмпа ÿстерес производствăра мĕн çĕнни, мĕн лайăххи пур, пĕтĕмпех кунта курма пултаратăр. Чи лайăх материалсем туяннă, автоматика та чи лайăххи. Çулталăкĕпех пĕр пăтăрмахсăр кăмпа ÿстерме майсем çителĕклĕ», - терĕ вăл. Чăнах та, тараса çинче те Wi-Fiпур пулсан, иккĕленмелли çук.

Цехра хальхи вăхăтра 8 çын вăй хурать. Вĕсем 4 камерăри ĕçе йĕркелесе пăхса тăраççĕ. Кунне икĕ хут кăмпа пухса илеççĕ. Кăмпана Мускав, Хусан тата ытти хăш-пĕр хулана ăсатаççĕ. Çитес вăхăтра цехра тепĕр камера хута ярасшăн, малашне вара камерăсен шутне вунна çитерес шухăшлă. Çĕнĕ цехсем туса субстракт та туса илесшĕн. Апла пулсан тепĕр темиçе ĕç вырăнĕ те пулмалла, продукци туса илесси те ÿсмелле.

Продукци туса илессипе районта уйрăмах палăрса тăракан тепĕр пысăк предприяти - «Сеспель». Тĕрлĕ тиев валли цистерна- çурма прицепсем туса кăларакан предприятире экономикăри пăтăрмахсене пула ĕç калапăшĕ чакни палăратчĕ пулсан, паян кунта лару-тăру лайăхланса, ĕç калăпăшĕ хушăнса пырать.

Предприятире çÿллĕ шайри технологисемпе ĕçленине пирĕн районта кăна мар, çĕршыв тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ, мĕншĕн тесен «Сеспель» кун пек технологипе ĕçлекен Раççейри пĕртен-пĕр предприяти шутланать. Çитес çул вара предприяти çĕнĕ цехсем хута ярасшăн. И. Моторин шăпах унти строительство ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕ.

Предприяти директорĕ В. Бакшаев пĕлтернĕ тăрăх, строительство ĕçĕсем 15 пин тăваткал метр çинче пыраççĕ. Кунти лаптăксенче ĕç цехĕпе пĕрлех курав павильонĕпе вĕренÿ центрĕ те йĕркелеме палăртнă. Тухса тăракан ыйтусене вăхăтра татса панăран строительство ĕçĕсем графикпа килĕшÿллех пыраççĕ, çавăнпа та ĕçе палăртнă вăхăтра - çитес çулхи июнь уйăхĕнче вĕçлеме шантарчĕç.

И. Моторин Муркашри предприятисен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ, ăнăçусем сунчĕ.

Н .Николаева.



17 ноября 2016
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter