Канашри сбор пунктĕнче яшсене Çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă

 


Чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канашри сбор пунктĕнче яшсене Çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă.   Чăваш Енрен вунă çамрăк Раççей Федерацийĕн Президент полкĕнче хĕсметре тăрĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Çар хĕсметне Мускаври Кремлĕн комендатуринче ирттерме тивĕçнисене çара ăсатасси йăлана кĕрсе пынине асăннă. Чăваш Енрен Мускава Президент полкне Чăваш Енрен хĕсметре тăма  салтака суйланнисем яштака та патвар, аслă пĕлӳллĕ. «Чăваш Республики хĕсметре пулнă яшсемпе мăнаçланать. Сире Раççейе сыхлама шаннă. Çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтеретĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кӳрекен ветерансене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă, ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ывăлĕсене çĕршыва тивĕçлĕ çын пулма тĕрĕс-тĕкел ӳстернĕшĕн ырланă.  Çамрăксен хушшинче çар, патриотизм туйăмне аталантарасси çине республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрнине каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионта тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе туслă пурăнччĕр тесе те сахал мар тăрăшнине асăннă. Çар тивĕçне пурнăçлакансем валли те условисем çителĕклĕ йĕркелесе тăратнине каланă.  Тĕнчере лару-тăру çăмăлах мар.  Çĕршыва ертсе пыракан Владимир Путин Раççейре обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тан тикĕс аталанса пытăр тесе сахал мар кирлĕ пек мерăсем йышăнать тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Çар  ретĕнче тăракансемшĕн офицер чысĕ чи пысăк тивĕç. Пĕтĕм чунтан тупа туни – çĕршыв патриочĕ пулма хистет. Чăваш Енĕн тата хăвăрăн ят-сума упрăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Вячеслав Калинкин салтака каякансене пил панă, таса туйăмпа, чун-чĕререн çĕршыва хӳтĕлеме каланă. Раççей çарĕн салтакĕ чыса нихăçан та çĕре ӳкермен, тăшмана парăнман. Чыс, тивĕç вĕсемшĕн пуш сăмах мар тенĕ вăл.  Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин çар ретне тăракансене çĕршыв, республика умĕнчи парăма таса тивĕçпе пурнăçлама сĕннĕ. Торжествăлла пулăма пухăннисем, пуçне хунă паттăр салтаксене асăнса,  пĕр минутлăха шăплăха тытнă. Канаш лицейĕнчи кадетсем, хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăрсене чысласа,  палăк умне чечексем хунă. Мускавра Кремльте хĕсметре тăнă, халĕ тăван кĕтесе таврăннă салтаксене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Республикин символикиллĕ алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă.

   Палăртса хăваратпăр, кăçал 2016 çулта кĕркуннехи тапхăрпа çар ретне Чăваш Енрен 1552 яш каять.  Салтакра пулнă çамрăксемпе тата кадетсемпе тĕл пулнă вăхăтра, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Калаçăва çакăн пекех Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хутшăннă.   Республика Ертӳçи регионти пысăк предприятисемпе организацисен ĕçĕ пирки кĕскен каласа хăварнă, оборона промышленноç комплексĕ валли ятарлă таварсем калăпласа кăларассипе курăмлăн, тĕнчери чи пысăк предприятисемпе пĕр тан ăнăçлă ĕçлесе пынине каланă.  Калăпăр, Раççей флочĕн делегацийĕ «Адмирал Кузнецов» крейсер ятне тытса пыракансем Чăваш Республикинчи яшсене хăйсем патне ирĕкпе, контракт мелĕпе, çар ретне илсе каясси пирки калаçса килĕшме хăй вăхăтĕнче килнĕ пулнă.  Çĕмĕрлере çуралса ӳснĕ Иван Орешников виççĕмĕш рангри капитан, Раççейри çар флочĕн чи пысăк карапĕ çинче Чăваш Енрен 100 çын хĕсметре тăнине пĕлтернĕ, вĕсенчен çурри контракт мелĕпе ĕçленине асăннă. Чи пахи вара, вĕсем пур те хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине каланă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксем салтака кайнине яланах ырланă. «Республикăшăн питĕ хисеплĕ – яшсем хĕсметре хăйсене чыслăн тытни», - тенĕ вăл.  Калаçура çамрăксем Канаш хулин инфратытăмĕ, çул-йĕрĕсем, сусăр çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес ыйтусем пирки ыйтса пĕлнĕ. Канаш хулинчи патшалăх службипе управлени лицейĕн кадечĕ Юрий Григорьев, республика Пуçлăхĕнчен çамрăксене çарпа патриотизм туйăмне аталантарма, шкул ачисене пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма витĕм кӳрекен педагогсене пулăшусемпе тивĕçтерме май пуррипе çукки çинчен кăсăкланнă. Сăмаха май, Юрий Григорьев хăй вĕренекен лицейра юлашки виçĕ çул хушшинче çав тери ырă улшăнусем пулса иртнине, çурта тĕпрен çĕнетсе улăштарнине савăнса пĕлтернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  çамрăк кадетсене Чăваш Республикин Правительство çуртне пырса курма йыхравланă.



18 ноября 2016
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter